Шанчăк

14 Июн, 2018

Çак ĕç И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă

регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн

«Ман халăх — ман тăван çĕршыв» конкурсĕнче

«Чи лайăх калав» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă.

Паян пĕлĕт татăлса анас пек тăрать. Каç кÿлĕм çумăр чашлаттарса çуса ячĕ. Çумăр çуни йывăç-курăкшăн, пахча çимĕçшĕн аван пулчĕ-ха. Пĕр эрне тăнă шăрăх çĕре типĕтсе лартрĕ, пăрса пăхас тесен пĕр тумлам шыв та кăлараяс çук…
Костя костыль çине таяннă та çумăр шăпăртатнине тимлĕн итлесе тăрать, хăй куçне хупнă. Юратать арçын ача çакăн пек çанталăка. Ун чухне вăл никама та, ниме те асăрхамасть. Çут тĕнчере унсăр пуçне никам та çук тейĕн. Тепĕр чухне сехечĕ-сехечĕпе тăма хатĕр Костя çанталăкпа киленсе, анчах нумай тăрсан ури сурма пуçлать. Ашшĕне çухатнă хыççăн ачашăн пур тĕс те тĕксĕмленчĕ, ăна нимĕн те кăсăклантармасть. Çумăр хыççăн кăна тĕнчене çутă тĕссем карса илес пек тата çумăр пур тунсăха юхтарса кайса савăнăç илсе килессĕн туйăнать.

Шанчăк — чи лайăх тухтăр.
/А.Дюма-ашшĕ/.

Чăнах та, пĕр шухăшласан, савăнмалла пек-ха Костьăн. Мĕншĕн тесен аварие лекнĕ хыççăн арçын ача кÿмепе анчах куçса çÿретчĕ. Районти тата Шупашкарти тухтăрсем ăна ура çине тăрасса шантармарĕç. Ку хыпар уншăн та, амăшĕшĕн те уяр çанталăкра аçа çапнă пекехчĕ. Урасăр пулни — пĕр инкек, ашшĕне çухатни тата пысăкрах хуйхă арçын ачашăн. Пилĕк çул Костя юратнă ашшĕсĕр пурăнать, ăна аса илмесĕр пĕр кун та иртмест.

* * *

— Ур-ра! Анне, атте мана ыран Шупашкара цирк курма илсе каять! — хашкаса чупса кĕчĕ Костя пÿрте. Хăйĕн янкăр кăвак куçĕ йăл та йăл çиçет, çÿхе тути кулать, пит çăмарти пиçсе çитнĕ çырла пек хĕп-хĕрлĕ.
— Питĕ аван, тахçанах кайса курасшăнччĕ эсĕ Шупашкара, — ăшшăн ыталарĕ те амăшĕ юратнă ывăлне çамкинчен чуптуса илчĕ.
— Анне, эсĕ те пирĕнпе пыратăн-и?
— Çук, ывăлăм. Манăн ĕç нумай-ха, тепрехинче пĕрле кайăпăр.
Тепĕр кунне Костя хĕвелпе пĕрлех сиксе тăчĕ вырăн çинчен, кил картине чупса тухрĕ, çывăх тусне пуçран ачашларĕ.
— Шарик, ан тунсăхла, каç енне таврăнăпăр.
Кил хуçи картишĕнчи ĕçсене пурнăçласа пĕтерсен пурте сĕтел хушшине ларчĕç. Костьăн апат анмарĕ, амăшĕ лартса панă пăтта вăл тĕкĕнсе те пăхмарĕ. Аслисем хистемерĕç ывăлне, питĕ лайăх ăнланчĕç: ачан паян апат шухăшĕ мар.
Акă Шарик теме сиснĕн арçын ача çине тунсăхлăн пăхса илчĕ, ăна машина патне çитичченех ăсатрĕ.
— Атте, циркра эпĕ чăнах та арăслансене курăп-и? — ыйтрĕ çул çинче Костя.
— Чăнах, ывăлăм.
— Кашкăр та, упа та пур-и унта?
— Ăхă, — кĕскен çеç хуравларĕ ашшĕ, мĕншĕн тесен вăл руль умĕнче, унăн çул çине тимлĕн пăхмалла.
Костя тек ашшĕне чăрмантарас темерĕ, машина кантăкĕнчен çул çинелле пăхса пычĕ.
Циркран тухсан çĕр çинче Костьăран телейли те çук пек туйăнчĕ. Вăл пĕр чарăнми калаçрĕ. Яла çитсе хă-вăртрах амăшне, юлташĕсене, Шарика хăй паян мĕн-мĕн курнине каласа пама ĕмĕтленчĕ. Ашшĕ те ывăлĕшĕн хĕпĕртерĕ.
Хуларан тухсан машина ялалла çул тытрĕ. Ашшĕпе ывăлĕ шăкăл- шăкăл калаçса пычĕç. Арçын ача каллех циркри чĕр чунсем пирки ыйтма пуçларĕ, ытларах шурă упапа тигрсем килĕшнине пĕлтерчĕ. Костьăн ашшĕ калаçнă вăхăтра çул çине тимлĕ пăхса пычĕ пулин те вĕсен умне мотоцикл сиксе тухнине сиссе юлаймарĕ. Хăвăртлăхĕпе пĕр-пĕрин умĕнче мухтанас тесе хытă пынипе пĕр каччи «урхамахне» чарса ĕлкĕреймерĕ. Костьăн ашшĕ вĕçкĕн мотоциклист çине кĕрсе каяс мар тесе çулран пăрăнчĕ, анчах çав вăхăтра хыçалта пыракан машина вĕсем çине тăрăнчĕ. Ку ĕç кĕтмен çĕртен пулса иртнипе арçын тимĕр урхамаха тытса чараймарĕ — машина кĕмсĕр-кĕмсĕр туса çырманалла анса кайрĕ. «Атте-е!..» — тенĕ сасă машина кĕрлевĕпе, çынсен çуйхашăвĕпе хупланчĕ…
Костя ас тăвасса, ашшĕне вăл тепĕр кунне курнăччĕ. Анчах ку тĕлĕк çеç иккен. Шап-шурă пÿлĕм. Вăл пĕчченех. Ашшĕне чĕнет, анчах вăл кĕрет те тÿрех куç умĕнчен çухалать. Татах чĕнет — вăл ун патне пымасть, курăнми пулать. Куçĕнчен юхса аннă куççулĕ питне йĕпетнипе вăранса каять. Тăна кĕрсен арçын ача хăйĕнпе юнашар амăшне çеç асăрхать, вăл пачах та малтанхи пек мар: сăн-пичĕ тĕксĕм, куçĕ унчченхи пек çиçмест, çÿхе тути пăчăртаннă.
— Атте ăçта?! — хăрасах ыйтрĕ Костя амăшне куçран пăхса. Хĕрарăм пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. Мă-шăр куçĕнчен ахах пĕрчи пек куççулĕ юхса анчĕ. Арçын ача вĕсен çемйине хăрушă инкек килсе çапнине ăнланчĕ. Çав самантра вăл хăйне çитĕннĕ çын евĕр туйса илчĕ те амăшне лăплантарма пуçларĕ, анчах амăшĕ пушшех те хытăрах макăрчĕ. Пĕрре мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупни чунне амантрĕ, тепре ывăлĕ çак инкеке пула текех хăй тĕллĕн утса çÿреме пултарайманни чĕрине ыраттарчĕ. Ăна кура ывăлĕн те пит çăмарти тăрăх çутă шăрçасем кусса анчĕç. Костя ăна сисмерĕ те, амăшне ытларах хĕрхенчĕ. Çывăх çынни мĕншĕн йĕнине тепĕр кунне çеç ăнланчĕ: вăл тек нихăçан та урамра ачасемпе чупса çÿреймĕ, велосипедпа та, йĕлтĕрпе те ярăнаймĕ, мечĕк тапмалла выляймĕ… Вунă çулти ачашăн чăн-чăн тамăк пуçланчĕ. Суранĕсенчен те ытларах чунĕ калама çук хытă ыратрĕ Костьăн.

* * *

— Каллех тунсăхлатăн-и, ывăлăм? Çаплах хăв утма пуçласса шанма пултараймастăн-и? Кашни куна хуйхăрса ирттерсен эсĕ тĕнчере мĕн пуррине те манса каятăн ĕнтĕ. Анчах пурнăç малаллах шăвать. Тунсăха сирсе яма, хуйха манма тăрăшмалла санăн, тĕпренчĕкĕм, манăн пĕртен-пĕр шанчăкăм, — терĕ пĕррехинче амăшĕ ывăлне пуçран ачашласа. — Ыран Хусанта пурăнакан кукку хăнана килет, вăл тухтăра вĕренсе тухнă. Сана ура çине тăратас тĕллев лартнă хăйĕн умне. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.