Наркăмăшлă пултăран

13 Июн, 2018

Çĕршывра, республикăра çыншăн, выльăхшăн сиенлĕ пултăран хăвăрт сарăлса пыни шухăшлаттарать. Çак кунсенче Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем Шупашкар районĕнче пулнă, пултăран пусса илнĕ лаптăксене палăртнă.

Усăллă культура е çум курăк?

Хальхи вăхăтра Сосновский пултăранĕ Раççей, Беларуç, Европа территорийĕсенче /Германи, Чехи, Польша…/ анлă сарăлнă. Пирĕн çĕршывра Çурçĕр Кавказра уйрăмах нумай. 1960 çулсенче Д.И.Сосновский тĕпчевçĕ /ÿсен-тăрана ун ячĕпе панă/ курăка çак тăрăхра тĕпченĕ, кайран Раççейĕпех сарма пулăшнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн юхăннă ял хуçалăхне хăвăртрах аталантарма выльăх апачĕ самай кирлĕ пулнă. Пултăран вара хăвăрт çитĕнет, 4 метр çÿллĕшнех çитет. Хулăн туналлăскертен ешĕл масса та нумай тухать. Çитменнине, курăк 5 градус сивве те чăтăмлă, вăрри нумайран хăвăрт сарăлать, ĕрчет. Сăтăрçăсем те, чир-чĕр те уншăн хăрушă мар. Вăл лаптăкри ытти ÿсен-тăрана пĕтерет. Хире çум курăкран тасатать тейĕн. Çулсан та хăвăрт вăй илет. Çакна шута илсе 1960 çулсенче Сосновский пултăранне хÿтлĕх вырăнне çул тата кĕтÿ кĕртекен лаптăк хĕррипе акма йышăннă. Ун чухне пултăранăн çитменлĕхĕ тÿрех палăрман çав. Ăна пусă çаврăнăшне кĕртсен кăна тÿнтер енĕ çиеле тухма тытăннă.

Культура силос хывма юрăхсăр иккен. Ешĕл массăна çитернĕ ĕнен сĕтне йÿçек тутă çапнă. Ÿсен-тăран чечеке ларнă, вăрри чăмăртаннă чухне çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ-мĕн. Çулçин сĕткенĕнче наркăмăшлă япала — фуранокумарин — пур иккен. Вăл ÿте лексен пиçсе кайма пулать. Хăш чухне температура хăпарать, шăнтать, пуç ыратать, вăй пĕтет. 4-5 кунран суран хăмпăланать, кайран типсе тĕксĕм йĕр хăварать. Унран сиенленни 1-2 кунран тин палăрать. Сосновский пултăранĕнчен наркăмăшланакансем те пур. Кун пек чухне нерв тытăмĕ, чĕре тĕртĕмĕсем япăх ĕçлеме тытăнаççĕ. Хытах сиенленсен пурнăçран уйрăлма та пулать. Курăк сĕткенĕ куçа лексен суккăр хăварать. Аллергирен аптăракансемшĕн те хăрушă вăл. Сăмах май, 1970 çулсенчех хăш-пĕр ăсчахсем пултăран вырăнти экологишĕн сиенлĕ пулнине каланă. Шел, ун чухне вĕсем асăрхаттарнине ăса хывман. 30 çул иртсен тин тĕрĕслĕх çиеле тухнă. Анчах çак вăхăт тĕлне усăллă культурăран çум курăка çаврăннăскер пулăхлă çĕр çинче тарăн тымар яма ĕлкĕрнĕ.

Наркăмăшлă та хăрушă ÿсен-тăрана çине тăрса пĕтерме тытăннă. Вăрман пек кашласа ларакан, тарăн тымар яракан курăкран хăпма та йывăр иккен. Çулсан та хăвăрт çитĕнсе чечеке ларать. Вĕтĕ те çăмăл вăрри çилпе вĕçсе таврана сарăлать. Тарăн тымарне те тĕппипе тăпăлтарса кăлараймăн. Пĕчĕк касăкĕ юлсан та тепĕр хут ĕрчесе каять. Çĕре выртса юлнă вăрри 4-5 çултан та шăтса тухма пултарать иккен. Çулсерен чечеке лариччен çулса тăрсан та пĕр вырăнта 8-12 çул çитĕнет вăл. Курăк пĕр хутчен чечеке ларсан пĕтет. Анчах ун вырăнне вăрринчен, тымарĕнчен вун-вун хунав тухса тулать. Вăл тымар янă çĕрте ытти ÿсен-тăран çитĕнеймест — ăна вăрăм тунипе, сарлака çулçипе хупласа хурать. Çĕр пулăхĕ чакнăран лаптăк усă курма юрăхсăра тухать.

«Ятарлă программа кирлĕ»

Юлашки вăхăтра Чăваш Енре пултăран хăвăрт сарăлма тытăнни шухăшлаттарать. Вăл усă курман çĕр çинче, çул хĕррипе, юхăннă сад-пахчара, ферма таврашĕнче, çÿп-çап купи çывăхĕнче ашкăрса ларать. Çынран та çÿллĕ çитĕнекенскер хăйне чăрмантарман çĕрте уйрăмах ирĕклĕ туять. Иртнĕ çул Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем республикăри 200 гектар çĕр пултăранпа вараланнине тупса палăртнăччĕ. Кăçал лару-тăру мĕнлерех-ха?

Çак кунсенче филиал ĕçченĕсем тĕрĕслевпе Шупашкар районне çитрĕç. Чăкăр ялĕ çывăхĕнче вăрманпа юнашар пултăран çын çÿллĕш çитĕнме те ĕлкĕрнĕ /сăн ÿкерчĕкре/. Эрнерен чечеке те лармалла. Икĕ-виçĕ утăмрах вара «Ольдеевская» агрофирмăн акнă çĕрĕсем сарăлса выртаççĕ. Апла усал курăк çăмăллăнах унта куçма пултарать. Пултăран вăрри çилпе вĕçсе усă куракан лаптăкра та тымар ярать. Хуçалăхра çывăх вăхăтра курăка çулма шантарчĕç. Вăрри чăмăртанма тытăнсан кая юлма пултарнине вĕсем те ăнланаççĕ.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Малов каланă тăрăх, республикăра сиенлĕ пултăран лаптăкĕ çултан-çул пысăкланса пырать. Пĕлтĕр акă 200 гектар çинче ашкăрса ларнине тупса палăртнă. Кăçал вара 257 гектар çинче вăй илнине асăрханă. Апла тăк çум курăклă лаптăк çултан-çул хушăнса пырать. Патăрьел, Куславкка, Пăрачкав, Тăвай, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенче уйрăмах нумай. Патăрьел тăрăхĕнче кăна 35 гектара наркăмăшлă пултăран пусса илнĕ. Çум курăкĕ хăвăрт сарăлни ăна хирĕç кĕрешменнине, вăхăтра çулманнине кăтартать. Унăн вăрри çилпе вĕçсе ÿксе çĕнĕрен çĕнĕ лаптăксенче тарăн тымар ярать. Шел, районсенче çакна туйни сисĕнмест-ха. Николай Петрович сăмахĕпе пултăран сарăлассине хирĕç кĕрешме регион шайĕнче ятарлă программа йышăнмалла. Кун пек программăсем ытти регионта пур ĕнтĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.