- Чăвашла верси
- Русская версия
Кĕпер çинче тĕл пулнă та...
Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнелти Петрпа Нина Зайцевсем мăшăрланнăранпа кĕçех 50 çул çитет. Вĕсем иккĕшĕ те шкулта директорта, завучра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канура та килте ларасшăн мар çак мăшăр.
«Яланах çынсемпе пĕрле пулма хăнăхнă. Халĕ те эрнере икшер хут Комсомольски салине «Кубняночка» халăх ансамбльĕн репетицине çÿретпĕр. Пире ялсенче концертпа килессе кĕтеççĕ. Республика Акатуйĕнче пирĕн ушкăна икĕ çул чи малти рете тăратрĕç. Ансамбльпе виçĕм çул — Алтай тăрăхне, пĕлтĕр Крыма çитсе килтĕмĕр», — калаçу пуçларĕ кил хуçи арăмĕ. Çак йыш Пушкăртстанра та, Эрĕнпурта та, Турцире те... пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем каланă тăрăх, чăваш юррисене пур çĕрте те ăшшăн йышăнаççĕ.
Кайăк-кĕшĕк, пыл хурчĕ тытаççĕ Зайцевсем. Çĕр ĕçне юратаççĕ. Пире те пăхса ытарайми пахчине кĕртсе кăтартрĕç.
Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ Мускавра пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ пĕр çĕрте тĕпленме сĕннĕ вĕсене. Çулла мăнукĕсем хăнана килсен çурт кăна мар, картиш те, урам та ача сассипе тулнине хăнăхнă Зайцевсем.
Хырай Ĕнел хисеплĕ çыннисен йышĕ çулсерен пысăкланса пырать. Вĕсем çинчен район хаçатне çырса пĕлтерет Нина Яковлевна. Сăмах май, ят парса чыслас йăла нумаях пулмасть çирĕпленнĕ ку тăрăхра. Колхоз, ял аталанăвĕшĕн тăрăшнисене çапла сума сăваççĕ. Вĕсем, паллах, Хырай Ĕнел историне яланлăхах çырăнса юлĕç.
Нина Яковлевна хĕлле кĕнеке вулама юратать. Пушă вăхăтра сăвă çырасси чун киленĕçне çаврăннă.
«Эпир яланах пĕр-пĕрне пулăшатпăр», — килĕшÿпе çураçу вăрттăнлăхне уçать мăшăр. Ачисене, ял-йыша ырă тĕслĕх кăтартаççĕ вĕсем.
1964 çулта Нина Яковлевнăна Хырай Ĕнел шкулне ĕçлеме янă.

1964 çулта Нина Яковлевнăна Хырай Ĕнел шкулне ĕçлеме янă. Малалла вулас...
Комментировать