Хăйăр купи çинче те асăрханмалла

9 Июн, 2018

«Пĕчĕк чухне килте ларма пĕлмен. Шăллăм та манран юлмастчĕ. Пĕрре вăл кÿлленчĕкрен шыв ĕçнине хам куртăм. Унта вара йытă каяшĕ те ишетчĕ. Çакăн хыççăн унăн ăшĕнчен шĕвĕрĕлчен тухрĕ», — ачалăхне аса илет тусăм.
Сывлăх сыхлавçисем çулла тата кĕркунне шĕвĕрĕлченпе аптракансен йышĕ ÿснине палăртаççĕ. Шăпах çавăн чухне тăпрара унăн çăмарти нумайланать. Ку чир ялта тĕпленнисене ытларах çыпăçнине те сăнанă шурă халатлисем.
Федерацин Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, 2013-2017 çулсенче пирĕн тăрăхра çуллен вăтамран шĕвĕрĕлчен ернĕ 90 тĕслĕхе шута илнĕ. Ытларах 14 çула çитмен ачасем аптăраççĕ. Çакă гигиена йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă. Пĕчĕккисем тăпра, ÿсен-тăран, хăйăр тытнă хыççăн аллине çăвара чикеççĕ. Çакна çывăх çыннисем сиссе те юлаймаççĕ. Пахча çимĕçпе улма-çырлана çумасăр çисен те, чирлĕ ачапа вылясан та шĕвĕрĕлчен çăмарти организма лекме пултарать. Çавнашкалах алăк хăлăпне, тимĕр е хут укçа тытсан та, йытă-кушака ачашласан та алă çума сĕнеççĕ тухтăрсем.
Шĕвĕрĕлчен 40 сантиметр таран çитĕннине, тен, хăшĕ-пĕри пĕлмест те. Хурт ытларах чухне çинçе пыршăлăхра вырăн тупать, çапах вăл организмра куçса çÿреме те пултарать. 2-3 эрнери паразит çăмарта тума пуçлать. Вăл çулталăк таранчченех организмра пурăнать.
Ку чиртен вăхăтра хăтăлмасан аллерги пуçланас, шалти органсем сиенленес, юн тымарĕсем çурăлас хăрушлăх пур. Шĕвĕрĕлчен ÿпкене тата пÿрене лекнине çын хăйне япăх туйнинчен, кĕлетке температури пысăкланнинчен, тарлаттарнинчен, сыпă ыратнинчен, хăстарничен, ÿсĕртнинчен пĕлме пулать. Çинçе пыршăлăхри хурт вара апат ирĕлтерекен тата нерв тытăмĕсен ĕçне усал витĕм кÿрет. Çав çыннăн иммун тытăмĕ хавшать. Çавна май ăна урăх чир-чĕр хăвăртах çакланать.
Шĕвĕрĕлчен ан ертĕр тесен каяша пĕр çĕре пуçтарса тăпрапа хупламалла. Ас тăвăр, унта хурт çăмарти икĕ çул таранчченех вилмест.
Енчен те килте кам та пулин çак чирпе нушаланать тăк — пурин те сиплев курсĕ витĕр тухма тивĕ. Çак вăхăтра чирлин уйрăм япаласемпе усă курмаллине асра тытмалла. Ун валли уйрăм пÿлĕм уйăрсан лайăхрах. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.