- Чăвашла верси
- Русская версия
Пирĕн хип-хоп çăлтăрĕ
«Тарăхнипе уруна ан таплаттар — ташлама вĕрен», — тенĕ Фред Астер, Голливуд актерĕ. Шупашкарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Семен Плотников, паллах, тарăхнине пула ташă шкулне çÿреме пуçламан-ха. Анчах çак ăсталăха хăнăхса пыни ăна хастарлăхĕпе тĕрĕс усă курма вĕрентет. Лара-тăра пĕлменскер ялан хусканура пулма тăрăшать. Çавăнпа пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: ташă — унăн чун ыйтни.
Иртнĕ уйăхра Семен республика чысне тĕнче шайĕнче хÿтĕленĕ. Мĕнле майпа-ха? Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери 15-мĕш ташă олимпиадинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăл. Тÿрех палăртмалла, пултарулăх ăмăртăвне ытти çĕршыв ачисем те пуçтарăннă. Сцена çине ачасене ушкăнăн-ушкăнăн кăларнă. Кашнинчен чи лайăххине суйласа тепĕр тапхăра куçарнă. 6-8 çынран тăракан сумлă жюри ачасем кĕвве мĕнле илтнине, туйнине сăнанă. Малалла вулас...
Комментировать