Кам çинче тытăнса тăрать ялти культура?

7 Июн, 2018

Ялти клубра спектакль пулни çинчен пĕлтерÿ курсан çынсенче мĕнле кăмăл-туйăм çуралать? Ĕлĕкрех чухне «савăнăç, хăпартлану» теме пулĕччĕ. Ара, ку культурăллă пулăм шутланнă-çке. Халĕ апла мар пек туйăнать, клуба тухакан сахаллăн. «Эпĕ телевизорпа та спектакль кураятăп, лайăх вырнаçса ларатăп та ал ĕçĕ тăватăп», — теççĕ çынсем.

Укçашăн мар

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчи пултарулăх çурчĕ çумĕнчи театр кружокне çÿрекенсем те çапла каланине илтнĕ. Ялтан яла çÿрекен коллектив кăçал И.Антоновăн пьесипе «Ăслă арăм» камит лартнă. Тăван тăрăхра кăна мар, Сĕнтĕрвăрри районне те çитнĕ. «Залра 10-20 çын çеçчĕ, чи нумаййи хамăр районти Сарапакассинче пулчĕ — 45-ĕн курма килчĕç. Эпир укçа ĕçлесе илессишĕн çÿреместпĕр, хатĕрленĕ спектакле халăха кăтартас килет. Билета 100 тенкĕпе сутрăмăр, çул çине тухса кайнă тăкака саплаштарсан та савăнатпăр», — палăртрĕ клуб директорĕ, театр кружокĕн ертÿçи Галина Королькова.
Вăл 2005 çулта ĕçе кĕрсен ялти культура вучахĕ çĕнĕрен чĕрĕлме тытăннă. Юхăнма пуçланă клуба юсанă, çĕнĕ кружоксем уçнă. «Пăхатпăр та: ăна тăвать, кăна… Ну тăрăшуллă ку хĕрарăм терĕмĕр. Халĕ клуба кĕме те кăмăллă. Ăна пулăшас килчĕ, фольклор ушкăнне çырăнтăм», — терĕ Римма Васильева. «Токаша» юрлама çÿренисĕр пуçне вăл театр кружокĕнче вылять. Тĕрĕссипе, ытти артист та çавах: вĕсемех фольклор ушкăнĕнче юрлаççĕ, спектакле хутшăнаççĕ.
Чăрăшкассисем ансат пьеса суйлаççĕ, анчах ăна тупма та çăмăл мар. Вăл интереслĕ пултăр тата вылякансен шучĕ те вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Арçын рольне Ирина Павловăна сĕнеççĕ — ку енĕпе ăна çитекенни çук-мĕн. «Ăслă арăм» камитре вăл старик пулнă. Галина Королькова — салтак. Арçынсем килмеççĕ пулсан мĕн тăвăн-ха? Декораци ăсталанă чухне хĕрарăмсем хăйсемех пăта та çапаççĕ, пăчкăпа та, шуруповертпа та ĕçлеççĕ. Галина Васильевна хăйĕн укçипе материал та сахал мар туяннă, иртнĕ спектакль валли кăна 3 пин тенкĕ пĕтернĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньял халăх театрĕ вĕсене пÿрт декорацине панă. Çавна пăхса Чăрăшкассисем хăйсем валли çĕннине ăсталанă. Культура ĕçченĕсем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме пĕлеççĕ çав.

Сăмахне тытман

«Арçын тупма йывăр. Вĕсене «хаяррине» ярса памалла, ахалех килес çук. Кайран вара çухалсах каяççĕ, килетпĕр теççĕ те сăмаха тытмаççĕ. Пĕлтĕр эпир пĕр спектакль хатĕрлесе çитернĕпе пĕрехчĕ, декорацине те туса çитернĕччĕ. Анчах лартаймарăмăр, ĕçе сая ятăмăр. Пĕр арçын килме шантарчĕ, ăна тем пек кĕтрĕмĕр, унăн рольне никама памарăмăр — хăй вара çитеймерĕ. Хĕрарăмсемпех шанчăклă», — пĕтĕмлетрĕ клуб директорĕ. Çамрăк хĕр рольне те хăйсенех калă-плама тивет. «Сăрланатпăр, капăрланатпăр та — хамăр та ватă мар-ха», — теççĕ вĕсем. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.