- Чăвашла верси
- Русская версия
Шыва кĕмелли тумпа сцена çине тухаймасть
Акăш пек ярăнса утать, кулли çурхи хĕвел пек ăшă, çивĕчĕ вăрăм, утăм тумассерен тухья çинчи кĕмĕл тенкĕсем шăнкăртатаççĕ... К.Ивановăн «Нарспи» поэмипе пĕрремĕш хут паллашсан Анжелика Никифоровăн куçĕ умне шăпах çавăн пек сăнар тухса тăнă. Ун чухне вăл пĕчĕк пулнă-ха, шкула та çÿремен. Нарспи сăнарне çав-çавах евĕрлеме пăхнă. Çурăма тÿрĕ тытса, йăл кулса утма тăрăшнă. «Эпĕ чăваш хĕрачи!» — мăнаçлăн калаçнă тантăшĕсемпе. Паянхи кун вара хĕр чылай илем конкурсне хутшăнса мала тухнă.
Хăйне тĕрĕслессишĕн
Тăвай районĕн пики Алиса Королева «Чăваш пики» титула çĕнсе илни çак тăрăхри Ураскассинче çитĕнекен Анжеликăна та хавхалантарнă. Районта «Тăвай пики» конкурса пуçарсан хĕр канăçне çухатнă. Аслă класра вĕренекенскерĕн илем конкурсне хутшăнас туртăмĕ пысăк пулнă, анчах шикленни чăрмантарнă. Çапах тепрехинче унта тупăшма пултарнах. 3-мĕш вырăна тухнăскер «Куракансем кăмăлланă пике» номинацире çĕнтернĕ. Каярахпа, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн студентки пулса тăрсан, Анжелика асăннă конкурса тепĕр хут хутшăннă та «Тăвай пикин» коронине тивĕçнĕ. Паллах, ку çамрăкскере хавхалантарман мар. Çав çулах вăл «Раççей чăваш пики» ята çĕнсе илессишĕн тупăшнă...
Мĕн хистет-ха кадрсемпе ĕçлекен специалист профессине алла илекен хĕре илем конкурсĕсене хутшăнма? «Хама тĕрĕслес, кăтартас килет. Пултараятăп-и е çук-и? Çавăн пекех чиперккесен конкурсĕ сцена çине тухма май парать. Ку вара маншăн — савăнăç, уяв. Хама унта урăхларах туйнăран-ши сценăна юрататăп. Илем конкурсĕсем хама айккинчен сăнама, хăш- пĕр çитменлĕхе тÿрлетме хистеççĕ. Сăмахран, «Тăвай пики» тупăшăва пуçласа хутшăннă самантсене видеора пăхсан хама сцена çинче тытма вĕренмеллине асăрхарăм. Куракансем çине пăхман ун чухне, йăл кулă питрен тарнă... Питĕ шикленнĕччĕ çав, кулиса хыçĕнче конкурс вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтнине, чĕркуççи чĕтренине ас тăватăп. «Тепрехинче çак çитменлĕхсенчен хăтăлатăпах», — хама хам патăм сăмах. Тем тесен те курака-нăн асĕнче юлмалла», — каласа кăтартрĕ хĕр. Тĕрĕссипе, тепĕр хут «Тăвай пики» конкурса хутшăнакан Анжеликăна хăшĕ-пĕри палламан та. Сцена çинче йăл кулса çирĕппĕн утнă вăл, унчченхи пек куçĕпе урая пăраламан.
Модель пек аталанмашкăн йăлтах пур унра, анчах çак çула суйлама сăпайлăскере пĕр япала çеç тытса чарать: сцена çине шыва кĕмелли тумтирпе тухасси. Модельсен шкулĕнче вĕренес пулсан халăх умне уçă çи-пуçпа тухма хăюлăх çитерессинче иккĕленет чиперук. Çакна вăл хăй ялта çитĕнсе ÿснипе те, ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс воспитани панипе те çыхăнтарать. Çывăх çыннисем Анжеликăн тĕллевĕсене пурнăçламашкăн яланах пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ. Кирек епле шухăша та пĕрле сÿтсе яваççĕ Никифоровсем.
Килте — чăваш чĕлхи эрни
Фотоссесие тăтăшах хутшăнаканскере макияжпа тумтир пулăшнипе сăнара тĕпрен улăштарма май пурри илĕртет. Мĕнли килĕшесси кăмăл-туйăмран килет. Паян — «чăрсăр», тепĕр чухне çепĕç сăнара суйлама пултарать хĕр. «Çак енсем манăн характерта та пур, çавăнпа хăшĕ çывăхраххине калаймастăп. Пĕр-пĕр интереслĕ темăллă фотосессири сăн ÿкерчĕксем хама тĕрлĕ сăнарта курма, хаклама май параççĕ. Пĕррехинче визажистра тăрăшакан пĕлĕш конкурса хутшăнмашкăн сĕнчĕ. Манран вăл индееца, «хĕрлĕ ÿтлисен ертÿçине» турĕ. Пуçа тĕкрен ăсталанă кăшăл тăхăнса хускалма меллĕ мар пулсан та интереслĕччĕ», — терĕ кăçал ЮТВ телеканал йĕркеленĕ «Чăваш Ен илемĕ» конкурсра вице-мисс ята тивĕçнĕскер.
Мал ĕмĕтлĕ пикене хавхалантаракан çынсенчен пĕри — амăшĕ. Ăна тĕслĕх вырăнне хурса çитĕннĕ хĕр спортпа туслашнă, чăвашлăха юратса ÿснĕ. Йăмăкĕпе шăллĕ те йĕлтĕрпе чупма кăмăллаççĕ. Никифоровсем Ураскассинче çулсеренех «Хаваслă йĕлтĕр йĕрĕ» йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Кăçалхипе улттăмĕш çул иртнĕ вăл. Çĕнтерÿçĕсем валли парне, пылак çимĕç, кубок хăйсемех туянаççĕ. Мала тухнисене укçан та хавхалантараççĕ. «Аттепе анне шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă, халĕ те çав йăлана пăрахмаççĕ. Анне, сăмахран, кĕтÿ хăваличченех ыйхăран вăранса чупма тухать. Малалла вулас...
Комментировать