«Чăн-чăн футболист пулас килет»

31 Мая, 2018

Ытларикун Шупашкарти«Олимпийский» стадионта пĕтĕм тĕнчери «Локобол-2018 — РЖД» фестивалĕн малтанхи тапхăрĕн вăййисем иртрĕç. Ăмăртусене 2007-2009 çулсенче çуралнă çамрăк футболистсенчен йĕркеленĕ 16 команда хутшăнчĕ. Вĕсем Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисемпе Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенчен килнĕ.
«Локобол» тени мĕне пĕлтерет-ха? Çĕнĕ сăмаха «локомотив» тата «футбол» сăмахсенчен йĕркеленĕ. Пĕринне — малти икĕ сыпăкне, тепринне кайри сыпăкне илнĕ. Фестиваль «Раççей чукун çулĕсем» обществин, çĕршыври «Локомотив» физкультурăпа спорт обществин тата Ача-пăча футбол лигин пулăшăвĕпе иртет. Мускаври çамрăк футболистсен «Локомотив» команди 2007 çултан пуçласа /2013 çула шутламасан/ çулленех турнирта мала тухнă. «Локобол» çинчен халĕ тĕнчипех пĕлеççĕ. 11 çул хушшинче 500 пин ытла арçын ачапа хĕр ача футболпа туслашнă. Чылайăшĕ профессиллĕ спорта куçса халĕ çитĕннисен командисенче вылять. Тĕслĕхрен, Мускаври «Локомотившăн» вылякан Михаил Лысов. 30 ытла ăста мастер командисен чысне хÿтĕлет.
Кăçалхи фестивале Раççейре футболла выляссипе иртекен Тĕнче чемпионатне халалланă. Вăл уçăличчен шутлă кунсем юлчĕç. «Локоболăн» географийĕ анлă: Балканран Камчатка таранах.
«Олимпийский» стадионăн футбол площадкине пухăннă çамрăк футболистсемпе ашшĕ-амăшне, тренерсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Матренина, республикăри футбол федерацийĕн ертÿçи Михаил Богаратов саламларĕç.
— Паян сирĕншĕн чăн-чăн уяв, — хăй те ачасемпе пĕрле савăннине палăртрĕ Эльвира Матренина. — Футболла выляса пултарулăха малалла аталантаратăр, опыт пухатăр. Çывăх вăхăтра Тĕнче чемпионачĕ пуçланать. Вăйăсене эсир те пăхатăрах пулĕ. Спортсмен пулма ĕмĕтленсен те тăрăшса вĕренесси çинчен ан манăр. Унсăрăн çитĕнÿсем тума çăмăл пулмĕ.
Михаил Богаратов «Локобол» Раççейри ача-пăча футбол историйĕнче чи пысăк проект пулнине палăртрĕ, «Сăран мечĕк» турнир кун-çулне, унта Çĕмĕрлери «Пингвин» вун-вун çул каяллах пысăк çитĕнÿсем тунине аса илчĕ.
— Республикăра «Пингвин» евĕрлĕ вăйлă командăсем пулмаллах, — терĕ. — Вĕсене хатĕрлеме «Локобол» фестиваль пулăшасса шанатăп. Вăйăсене ачасене пĕчĕклех явăçтарас тетпĕр. Паян акă 9-11 çулсенчисем пĕр-пĕринпе вăй виçеççĕ. Ÿсĕмне кура площадкăна пĕчĕклетрĕмĕр, вăл мини- футбол лаптăкне çывăх. Çиччĕн 15-шер минут 2 тайм выляççĕ, пĕри хапха хÿтĕлет.
Мана Канаш хулинчи тĕрлĕ шкултан çÿрекен «Канаш» клубăн çамрăк футболисчĕсемпе Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕн спортсменĕсен тĕл пулăвне сăнама тÿр килчĕ. Тĕп хула ачисем кăшт аслăрах. Çÿллĕскерсем хăвăрт чупаççĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.