Пуçаруллисене — грант

30 Мая, 2018

Чăваш Ен митрополийĕ Вырăс Православи чиркĕвĕ пулăшнипе пуçласа «Чăваш çĕрĕ çинчи православи пуçарулăхĕ» республика конкурсне хута ямашкăн йышăннă. Социаллă, вĕрентÿ, информаци сарас, культура енĕпе тĕрлĕ ĕç-пуç хут ямашкăн хатĕр хастарсене хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама грант парса пулăшас шухăшпа йĕркелекен тупăшу çинчен Республикăри наци библиотекинче иртнĕ семинарта тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Мероприятие Шупашкар епрахийĕн викарийĕ, Сĕнтĕрвăрри епископĕ Игнатий атте, Мускав Патриархийĕн Управленийĕн специалисчĕ, «Соработничество» фонд правлени членĕ Евгения Жуковская, Чăваш Республикин культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова, Чăваш Енри тĕрлĕ епархи настоятелĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, журналистсем хутшăнчĕç.

Гуманитарипе çутта кăларас ĕç «Соработничество» фончĕ тĕревлекен асăннă конкурс гранчĕн чи пысăк сумми 300 пин тенкĕпе танлашĕ. Проектсен хуçисене тивĕçлĕ сĕнÿ-канаш парасси, тăратнă ĕçсен экспертизине йĕркелесе ирттересси те фонд хастарĕсем çине тиенĕ. Пĕтĕмлетÿсем, çĕнтерÿçĕсен йышĕ çурла уйăхĕн вĕçĕнче паллă пулĕç.

 

Рубрика: 

Комментировать

Новости по теме