Тĕп вырăнта — пахалăх

29 Мая, 2018

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комисси ларăвне ирттерчĕ. Пухăннисем ял хуçалăх таварĕсен пахалăхне сăнаса тăрассипе, суя акоголь продукцийĕпе, эмелсемпе тата санкцие лекнĕ таварсемпе кĕрешессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç.
Хальхи вăхăтра, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăри агропромышленноç коплексĕн предприятийĕсем халăха йÿнĕ хакпа пахалăхлă продукципе тивĕçтерессине тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Кăçалхи тăватă уйăхра алкоголь продукцийĕ, типĕ сĕт таварĕсене, çăнăх-кĕрпе туса илесси, ытти енĕпе производство калăпăшĕ ÿснĕ, çав вăхăтрах аш-какай продукцине, çăкăр изделийĕсене, алкогольсăр продукци т.ыт. туса илес енĕпе ытларах вăй хумаллине палăртрĕ министр. Тивĕçлĕ органсем вĕсен ĕç-хĕлне, продукци пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Тĕпрен илсен, Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем туса кăларакан тавар пахалăхĕ патшалăх стандарчĕсемпе килĕшсе тăрать.
«Чăваш Енри лавккасенче сĕт хакĕ пысăк. Экспертсем çакă фальсификатсемпе усă курманнине çирĕплетнине палăртаççĕ. Типĕ сĕтрен тунă продукцин хакĕ те, пахалăхĕ те пачах урăхла», — терĕ Сергей Артамонов. Çитес вăхăтра Чăваш Енре электронлă ветеринари сертификацийĕн системине ĕçлеттерсе ямалла. Çĕнĕлĕх сĕт тата сĕт юр-варĕн пахалăхне ăна туса илекенрен пуçласа туянакан патне çитичченех тĕрĕслесе тăма май парĕ. Çакă контрафакт продукцийĕнчен хăтăлма, конкурентлăха ÿстерме пулăшассине палăртрĕ министр.
Халăха уйрăмах канăçсăрлантараканни вăл — лавккасенче суя эрех сутни. Пĕр вăхăтра ку енĕпе лару-тăру çивĕчленсех çитнĕччĕ. Халĕ вара? Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх — ведомство специалисчĕсем кăçалхи тăватă уйăхра алкоголь продукцийĕн 85 тĕслĕхне тĕрĕсленĕ, анчах вĕсем нормативсемпе килĕшсе тăманнине тупса палăртман.
Çынсене ытларах чухне тавар пахалăхĕ мар, йÿнĕ хак илĕртет. Çавна май ултавçăсен аллине, инкеке лекекен йышлă. Çавнашкал илĕртмĕш серепесен шутĕнче Федерацин сывлăх сыхлав сферинчи надзор службин Чăваш Енри органĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Михайлова интернет-лавккасем пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Уйрăмах çак сайтсем урлă эмел туянни пысăк хăрушлăх кăларса тăратни çинчен асăрхаттарчĕ. Территори органĕн ĕçченĕсем аптекăсемпе медицина учржеднийĕсенчи препаратсене, изделисене тĕрĕслеме пултараççĕ, анчах саккун интернет-ресурсен тĕлĕшпе çак ĕç-хĕле пурнăçлама ирĕк памасть.
«Çын сывлăхĕ пирки сăмах пынă чухне уйрăмах витĕмлĕ пулмалла, укçана хапсăнакансен саккуна хирĕçле ĕç-хĕлне чарса лартассишĕн çине тăрса тăрăшмалла. Ку енĕпе влаç органĕсем пĕр шухăшлă пулсан чылай çивĕч ыйтăва татса пама май килĕ», — терĕ Михаил Игнатьев ларăва пĕтĕмлетнĕ май.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать