Чикĕ хуралĕн çарĕсем — 100 çулта

28 Мая, 2018

Паян — Чикĕ хуралçисен кунĕ. Çулсеренех ăна анлă паллă тăваççĕ, кăçал — уйрăмах. Чикĕ хуралĕн служби 100 çулне уявлать. Çавна май Раççейĕпех, çав шутра Чăваш Енре те тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем маларах та пуçланнă. Сăмахран, çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăра авточупу йĕркеленĕ. Чикĕ хуралçисен Чăваш Енри «Пограничниксен тăванлăхĕ» общество пĕрлешĕвĕ Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхне те çитнĕ. Çурçĕр Кавказра тата Афганистанра пуç хунисене асăнса лартнă мемориал умне чечексем хунă.

Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхĕнче чикĕ хуралçисене халалласа юпа лартнă. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче çак ятпа савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Кăçал чикĕ хуралĕн çарĕ 100 çулхи юбилейне уявланă май Пĕтĕм Раççейĕпе «Ямалтан Мускава çити» акци йĕркеленĕ. Хăйне евĕрлĕ эстафетăна пула пограничниксен ялавĕ çĕршывĕпех çаврăнса Мускаври уяв парадне çитнĕ. Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче ялав Çĕрпÿ хулине те çитнĕ. «Мухтав тата тивĕç» мемориал çывăхĕнче хисеплĕ хăнасене çăкăр-тварпа кĕтсе илнĕ, «Ямаш» халăх ансамблĕ пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарнă. Çав куннех ялав Шупашкара çитнĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать