- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тĕллевлĕн йĕркелени кирлĕ»
Ака уйăхĕн вĕçĕнчех пулнăччĕ Мулюковсен хуçалăхĕнче. Çумăр вĕтĕртететчĕ. Патăрьел тăрăхĕнче кăçал Пăла ейĕве тухса сарăлнипе çĕр хăвăрт пулса çитеймест пулĕ тесе ыйтрăм та — хресченĕн малашлăхпа пурăнас ăнтăлуллă хуравне илтсе хĕпĕртерĕм. «Çурхи ĕççи кăçал та кая юлса пуçланать. Эпир мĕн пур техникăна йĕркелесе çитернĕ ĕнтĕ. Çĕр пулса çитессе çеç кĕтетпĕр. Уяртсан çĕр пĕр-икĕ кунрах типет, çурхи уяв тĕлнелле хире тухасшăн», — тенĕччĕ ун чухне Патăрьел районĕнчи Тури Туçари ХФХ ертÿçи Валерий Мулюков техникăпа паллаштарнă май.
Çумăрлă кун та алăран ĕç каймасть хресченĕн. Хатĕр техникăсăр пуçне малашлăхра усă курмаллине те йĕркелесе хумалла, кирлине туянмалла е ăсталамалла. Лартмалли суханпа /севок/ ĕçленĕ май ăна тасатмалли, типĕтмелли, сухан вĕçне касмалли тата темĕн тĕрлĕ техника... Вĕсенчен чылайăшне çамрăк чухне ял хуçалăх техникумĕнче механизаципе электрификаци специальноçне алла илнĕ фермер хăех ăсталать.
Валерий Иванович Патăрьел тăрăхĕнче ХФХ йĕркелекенсенчен малтисен йышĕнче: 1992 çултах «Заря» ятпа уçнă.
— Хамăр çемьене тивĕçекен пайсем пурĕ 5,32 гектарччĕ. 20 çула яхăн çапла ĕçлерĕмĕр. Çĕр улми лартнă, утă çулса илнĕ. 2016 çулта хирте 9 пай çĕр туянтăмăр, тепĕр 4 гектар арендăна илтĕмĕр. Юлашки çулсенче лартмалли сухан /севок/ вăрлăхĕ туса илессипе ĕçлетпĕр. Анчах ăна вырнаçтарасси кăткăсланса пырать. Тупăшлă тесе чылай çын ăна акма пуçларĕ. Çавна май унăн хакĕ йÿнелчĕ. Юрать, вăхăтра вырнаçтарса ĕлкĕртĕмĕр. Халĕ хăшĕ-пĕри лартмалли сухана вырнаçтарайманнипе тăкак тÿсет. «Халăх мĕн кирлине ыйтать, фермер çавна çитĕнтертĕр. Ĕç хăех çапла йĕркеленсе пымалла» тени тĕрĕсех мар. Кашни хресчен тĕрлĕ культура туса илме пултараясси иккĕленÿллĕ. Ун валли тĕрлĕ техника кирлĕ-çке, — пăшăрханăвне пытармасть фермер.
— Çĕр ĕçĕ яланах теветкеллĕ. Пĕлтĕр сухан вăррине /чернушка/ хамăрах çитĕнтерĕпĕр тесе тунана каякан сухан лартнăччĕ. Çулла сивĕ, çумăрлă пулнипе лайăх пулса çитеймерĕ, кăçал 400 кг сухан вăрри туянма тиврĕ. Севоксăр пуçне кишĕр, çĕр улми те лартма сĕнетĕп мăшăрăма. Анчах вăл хирĕç, — калаçăва хутшăнчĕ фермерăн мăшăрĕ Валентина Алексеевна. Малалла вулас...
Комментировать