Слесарь-токарь те, агроном та...

23 Мая, 2018

8 сехет тĕлнех Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче пурăнакан Никитинсем патне çитрĕмĕр. Кил умĕнчи тĕрлĕ техника ларнинчен кунта çĕр ĕçченĕ пурăннине ăнкаратăн.

— Каçхине çумăр çурĕ, ана çине ирех кĕме нÿрĕкрех-ха, вăл лаптăкра çĕр каярах пулса çитет, çавăнпа кăна килте, ытти чухне 7 сехетченех — уйра, каçхи вуннăччен ĕçлетпĕр, — кĕтсе илчĕç пире фермер хуçалăхĕн ертÿçи Александр Витальевичпа унăн мăшăрĕ Ирина Павловна. — Халĕ çĕр улми лартассине вĕçлесе пыратпăр, 2 гектар çеç юлчĕ. Ун хыççăн купăста лартма пуçлăпăр — вăтам вăхăтра пулаканнине тата юпа уйăхĕнче касмаллине.
3 гектарлăх калча пысăк теплицăра парка çитĕнет. Ăна 20 минутра 2000 кăк лартакан техникăпа кĕçех хире куçармалла.
Унччен 15 гектар çурхи тĕш тырă акнă, 5 гектар çĕр улми лартнă. Пурĕ 30 гектар яхăн çĕр арендăра вĕсен. Уншăн пай хуçисемпе хăйсем ыйтнă пек татăлаççĕ. Кам утă илет, кам — тырă е ытти.
— Акмалли, вырмалли, лартмалли, пуçтармалли техника йăлтах хăвăрăн-и? — кăсăкланатăп эпĕ.
— Чылайăшĕ хамăрăн. Тырă вырмалли комбайн çук, вырмана тепĕр фермерпа калаçса татăлса йĕркелетпĕр. Çĕр улми кăлармалли «Анна» комбайна вара кăçал туянма вăй çитертĕмĕр.
— Алли ылтăн унăн, ĕçре мĕн кирлине нумайăшне хăех ăсталать. Кивĕ техникăна çĕнетет, слесарь-токарь, тракторист-комбайнер – йăлтах хăй ĕлкĕрет, — калаçăва хутшăнать пирĕн çул ертÿçи, фермер тусĕ Валентин Захаров, кÿршĕри Çĕньялта пурăнакан.
— Агроном та, экономист та хамăрăнах пулма тивет çав, — хуравлать фермер. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.