Ашшĕн тусне кура баяна алла илнĕ

17 Мая, 2018

Чăваш Енрен аякра çуралса ÿснĕ пулсан та шăпа ăна тăван халăхăмăршăн, унăн культуришĕн ĕçлеме пилленĕ. ЧР композиторсен ассоциацийĕн членĕ Родион ДОЛГОВ: «Шупашкара мана ăнсăртлăх илсе çитерчĕ», — тет. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, нимĕнле ăнсăртлăх та ăнсăртран мар. Республикăри культура училищинче баян вăрттăнлăхне алла илме пулăшакан педагогпа, вокал ушкăнĕсен ертÿçипе çывăхрах паллашас тесе унăн ĕç вырăнне çитрĕм.

Герман Лебедев чĕннипе

— Родион Христофорович, культура училищи сирĕншĕн тăван кил пекех пулса тăчĕ ахăр. Ара ĕç вырăнĕнче çур пурнăçа ирттеретпĕр- çке, пĕрле вăй хуракан çынсем çемьери çынсем пекех пулса тăраççĕ.
— Кунта эпĕ 1999 çултанпа тăрăшатăп. Культура училищине Людмила Нянина хореограф илĕртнипе Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнчен куçрăм, унччен маларах тăватă çул Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕнче вăй хутăм.
Эсир — Самар чăвашĕ, Похвиçнĕ районĕнчи Стюхань ялĕнче кун çути курнă чăваш. Шупашкарта мĕнле тĕплентĕр?
— Эпĕ Куйбышеври культура институтĕнче вĕреннĕ чухне пирĕн ялти клуба юрăпа ташă ансамблĕ концертпа килнĕччĕ. Вĕсем ку тăрăхра гастрольте пулнă. Пирĕн ял темиçе çухрăма тăсăлакан пĕр урамран тăрать. Ялсем пĕр-пĕринчен 20-30 çухрăмра вырнаçнă. Чăвашра вара — ял çинче ял ларать, выльăх валли утă çулма та вырăн сахал. Атте Христофор Степанович — вăрçă ветеранĕ, паттăрлăхĕшĕн тивĕçнĕ наградисене уявсенче мăнаçланса çакатчĕ, чылай çул медик пулса ялта чирлисене сиплерĕ. Хăй 100 çула кăштах пурăнса çитеймерĕ. Атте мана концерт курма чĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Вăл концерт пуçланас умĕн ансамбльте ĕçлекенсемпе çывăхрах паллашас тĕллевпе сцена хыçне хăпарчĕ, калаçнă май эпĕ баяниста вĕреннине каланă. Часах артистсем мана чĕнсе илчĕç. Ун чухне илемлĕх ертÿçинче паллă композитор Герман Лебедев, Чăваш Ен гимнĕн авторĕ, вăй хуратчĕ. Алла баян тыттарчĕç. Мĕнле хайлав янраттармаллине хăйсемех пĕлтерчĕç. Ытларах чăваш кĕвви шăрантартăм. «Экзамена» аванах тытрăм. Эпĕ выляни Герман Лебедев кăмăлне кайрĕ пулмалла: «Аллуна диплом илсенех ансамбле ĕçлеме кил! Савăнсах йышăнăпăр!» — терĕ хавхаланса. Юнтарса тăмарăм, специалист пулса тăрсанах Шупашкара тухса вĕçтертĕм.
— Эх, епле телейлĕ вăхăтсемччĕ! Çамрăк специалист валли ĕçĕ те хатĕрччĕ, пурăнмалли кĕтес те тÿрех паратчĕç.
— Çитсенех хăна çуртне вырнаçтарчĕç. Çур çултан общежитие куçрăм.

Хĕр çуратманшăн куляннă

Майĕ пулнă тăк Чăваш Ен гимнне хайланă чаплă композиторпа паллашма паянах тухса утăттăм... Телее, унăн ывăлĕпе Юрăпа тата кинĕпе Маринăпа туслăччĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреттĕмĕр. Герман Лебедев пек пултаруллă çынпа хутшăнса ĕçленĕшĕн сире ăмсанатăп та. Мĕнлерех çынччĕ вăл?
— Эпĕ ансамбле ĕçлеме килнĕ чухне илемлĕх ертÿçи — Юрий Васильевччĕ. Çавăнпа та эпĕ Герман Лебедевпа çума-çумăнах ĕçлесе кураймарăм. Унпа атте туслашнăччĕ. Шупашкара килсен час-часах тĕл пулатчĕç. Пĕррехинче мана та илсе кайрĕ. Паллă композитор пире кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Лăпкă та тÿрĕ чунлă, тĕрĕс воспита-ни илнĕ çынччĕ вăл. Музыкантсене май пур таран пулăшма тăрăшатчĕ. Ансамбльте ĕçленĕ чухне концертсенче Герман Степановичăн хайлавĕсене баянпа чылай каланă эпĕ.
Паян эсир студентсене баян ăсталăхне вĕрентетĕр. Ман шухăшпа, ансамбльте ĕçлеме чылай ансатрах. Вĕренÿ заведенине куçма мĕн хистерĕ?
— Çемье çавăрни... 27 çулта пÿрнене ылтăн çĕрĕ тăхăнтăм. Çемье яваплăхĕ гастрольсене час- часах тухса çÿреме кансĕрлетчĕ. Ман пекех Самар облаçĕнчи кÿршĕ районта кун çути курнă чипер хĕрпе Шупашкарта ăраскалăм тĕл пултарчĕ. Паллашрăмăр, çулталăкран туй кĕрлеттертĕмĕр. Мăшăрăм чылай çул садикре воспитательте тăрăшрĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Хĕрпе ывăл çитĕнтертĕмĕр. Хĕрĕм — финансист, качча тухрĕ, ывăл çуратрĕ. Мăнукăм фортепиано вăрттăнлăхĕсене ăса хыврĕ, гимнастика шкулне çÿрет. Ывăлăм хусах, çул-йĕр строительствинче вăй хурать.
Ачăрсем сирĕн профессие суйламан. Музыкçă пурнăçне те çав тери çăмăл тееймĕн, Турă панă ăсталăх та кирлех çав.
— Эпир çемьере пилĕк ывăл çитĕнтĕмĕр. Атте-анне пире пурне те аслă пĕлÿ пама пултарчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕр тăвансем пысăк вырăнта ĕçленĕ, вĕсем — паллă çынсем. Аннем Вера Михайловна пурăннă чухне: «Эх, хама пулăшмашкăн пĕр хĕр те пулин çуратаймарăм», — тесе ассăн сывлатчĕ. Вăл 50 çул ытла пуçламăш классене вĕрентрĕ. Юрă-кĕвве питĕ çивĕч туятчĕ. Радиопа çĕнĕ юрă янăранă чухне пĕрре илтсен — кĕввине, тепрехинче сăмахĕсене ас туса юлатчĕ. Пур ачине те музыкăна ăнланма, туйма вĕрентрĕ.
Виртуоз пулас килнĕ
Этемлĕх тем тĕрлĕ музыка инструменчĕ те шутласа тупнă. Мĕншĕн шăп та лăп баян суйласа илтĕр?
— Эпĕ культура институтĕнче оркестр уйрăмĕнче ăс пухнă, чылай инструментпа çăмăллăнах вылятăп-калатăп. Çапах та баяна ыттисенчен ытларах кăмăлланин вăрттăнлăхĕ пур: ача чухне пирĕн пата аттен тусĕ музыка шкулĕн директорĕ, чаплă баянист, хăнана килсе çÿретчĕ. Вăл баян еплерех калани, хура-шурă пăнчăсене пусса темĕн тĕрлĕ кĕвĕ шăрантарни паянхи кунчченех асра. Манăн та ун пекех виртуоз пулас килчĕ. Аттепе анне кăмăлăма тивĕçтерсе купăс туянса пачĕç. Пилĕксĕмĕр те купăса алла илтĕмĕр вĕт! Эпĕ шкулта та, клубра та çамрăксене, ваттисене те ташлаттарнă. Танго, вальс, бал ташшисем, фокстрот... пĕрре илтнипех калаяттăм.
— 20 ытла çул колледжра ĕçлени часах манăçаймĕ.
— Епле манăн? Студентсене баян калама вĕрентессишĕн самаях тар тăкнă. Аккордеонистсен оркестрне ертсе пытăм. Тĕрлĕ шайри конкурссенче пĕрре мар малти вырăнсем йышăннă. Вăл çулсенче оркестр валли пьеса çырассипе интересленсе кайрăм. Баянпа каламалли пьеса сахал пулнăран ытларах хамăрăн хайлама тиветчĕ. Çав тапхăрта юрăпа ташă ансамблĕ валли чылай юрă аккомпанеменчĕ çырса илемлетрĕм, ташă ушкăнĕ валли те кĕвĕсем çуралчĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.