Вĕсене пурнăç анлă çула йыхравлать

17 Мая, 2018

Шкул пурнăçĕ — тĕлĕнмелле савăк та хавхалануллă вăхăт. Кашни ăрăвăн аса илмелли пайтах. Етĕрнери 3-мĕш шкулти 11-мĕш «а» класри ултă вĕренекеншĕн çамрăклăх сукмакĕнчи ăнăçлă пĕрремĕш утăм ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнипе пуçланнă ахăр. Çак хавхаланăва епле йышăннă вĕсем, мĕнле тĕллевсем илĕртеççĕ пĕр яшпа пилĕк хĕре?
Антон ЛУКИН: «Районти культура çуртĕнчи театр студине чун туртнипе темиçе çул сукмак хыврăм. Унта аслисемпе те, тантăшсемпе те сцена çине тухатăп. Кунпа çеç лăпланмастăп. Волонтер юхăмĕн членĕ те эпĕ.
Мана физика предмечĕ килĕшет. Республикăри олимпиадăсене ытти предметпа та хутшăнатăп, анчах физика чуна çывăхрах. Районта ялан 1-мĕш вырăн йышăнатăп. Наукăпа практика конференцине хутшăнтăм. «Магнитлă тăрăх» темăна кăсăклансах çутатрăм. Хальхи самана çак темăна çывăх пулма, тишкерме хистет. Ку ĕçре Александр Николаев вĕрентекен пулăшрĕ. Кăçал мана тата информатика предмечĕ тыткăна илчĕ. Программист пулма ĕмĕтленетĕп».
Юля СЕРЕБРЯКОВА: «Волонтер пулнă май пур çĕрте те малта пыма тăрăшатăп. Пирĕн юхăмри çамрăксем ытларах Çĕнтерĕве халалланă палăксене пăхса тăраççĕ. Клумбăсене тирпейлетпĕр. Ветерансем патне пулăшма çÿретпĕр. Тыл ĕçченĕсен, вăрçăра пуç хунă паттăр салтаксен мăшăрĕсем патĕнче пулнă май вĕсене ĕçпе кăна мар, чунне йăпатма тăрăшатпăр. Ватă çынсен каласа кăтартас килет-çке. Ветерансен кăмăлне тивĕçтерни — пире те, вĕсене те пулăшу. Эпир вăрçă историне аванрах пĕлетпĕр.
Стипенди укçине, хĕр-упраç пулнă май, хитреленме те тăкаклас килет. Пурпĕрех ăсату каçĕ валли кĕпе туянма хатĕрлеме тăрăшатăп. Вырăс чĕлхине юрататăп. «Русский медвежонок» конкурса хутшăнса кашни çул диплома тивĕçнĕ. Çак предмет вĕрентекенĕ пулма ачаранах ĕмĕтленетĕп».
Мария КУПЦОВА: «Анисим Асламас ячĕллĕ ача-пăча искусствăсен шкулне 1-мĕш класранах çÿрерĕм. Юрă-ташă ăсталăхне чылай çул туптанă хыççăн хĕрлĕ диплома тивĕçрĕм. Кăçал республикăра иртнĕ Шалти ĕçсен министерствин конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. ЧР ШĔМĕн министрĕнчен парнесем илтĕмĕр.
Асрах-ха, 1-мĕш класра вырăс литературипе «2» паллă çаклатрăм. Питĕ кулянтăм, атте-аннене калама та хăрарăм. Анне пĕлсен лăплантарчĕ. Аппа аслă пĕлÿллĕ. Эпĕ те унран тĕслĕх илсе ăслă çын пуласшăн. Пушă вăхăтăн кашни минутне усăллă ирттерме тăрăшатăп. Экзаменсене ăнăçлă тытасчĕ тетĕп».
Мария КИСЕЛЕВА: «1-мĕш класра вĕренме тытăнсанах эпĕ те аннене ташă кружокне илсе кайма ыйтрăм. Унтанпа чылай çул хыçа юлчĕ — мана паян та ташлама килĕшет. Ку вĕренÿре пачах кансĕрлемест. Йывăрлăхсем сиксе тухсан аннепе канашлатăп. Вăл маншăн чи пĕрремĕш юлташ. Аннеçĕм — чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ. Çавăнпах-и, тен, çак предмета кăмăлпа ăса хыватăп. Пирĕн тăван чĕлхене пĕлмеллех тесе шухăшлатăп. Хуть те ăçта кайсан пĕр- пĕринпе чăвашла хутшăнни темрен хаклă.
Волейболла выляма юрататăп, çавăнпа тăхтавра юлташсемпе спортзала васкатпăр».
Наталия РЫЖОВА: «Маншăн шкул пурнăçĕ — малти вырăнта. 3-4 çул каялла «Шкул пики» пулса тăтăм. Нумаях пулмасть районти хими олимпиадинче 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Ун хыççăн шкул чысне хÿтĕлесе республикăра диплома тивĕçрĕм. Тăрăшсан çитĕнÿ тума пулать тесе çирĕплететĕп. Тĕрлĕ соцсетьре вăхăт ирттерме тăрăшмастăп. «Тантăш» вулаканĕсене те интернетран усăллипе сиенлине уйăрса пĕлсе усă курма сĕнетĕп. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.