- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕччен мар эпĕ...
Çамрăк-ха ку хресчен-фермер хуçалăхĕ. Ураланса, вăй илсе кăна пырать. Ăна Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Андрей Федоров 2011 çулхи кĕркунне йĕркеленĕ.
— Малтанхи вăхăтра çĕр 15 гектар çеçчĕ, — кăштах турткаланса тăнă хыççăн ирĕклĕн калаçма ты-тăнчĕ вăл. — Лайăх тупăш панине кура çĕр улми туса илеттĕм. Тара панă кашни пай лаптăкĕшĕн хуçисене çуллен икшер центнер тырă пама килĕшÿ турăм. Анчах тĕшĕллĕ культура туса илменрен ăна туянаттăм, парăмпа вăхăтра татăлаттăм. «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа конкурса хутшăнса 1,1 млн тенке тивĕçрĕм. 900 пинĕпе — хуçалăха, ыттипе кил-çурта тĕреклетрĕм. Çĕр лаптăкне халĕ 108 гектара çитертĕм. 50-шĕнче çурхи тулăпа урпа çурмалла акатăп, ыттине нумай çул ÿсекен курăк йышăнать.
Пусă çаврăнăшне тĕрĕс тытса пымасан тухăç ÿсменни халĕ никамшăн та вăрттăнлăх мар. А.Федоровăн çĕрĕ икĕ уйлă кăна. Пĕринче — курăк, вăл лаптăка тĕкĕнмесĕр чылай çул çитĕнет. Тепринче — тырă.
— Ан тĕлĕнĕр, — терĕ Андрей Федорович. — Пусă çаврăнăшĕ тĕлĕшĕнчен пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Курăк лаптăкне çуллен пĕчĕклететĕп, ун вырăнне тулă е урпа йышăнать. Çав вăхăтрах тырă пуссин пĕр пайне кашни çулах нумай çул ÿсекен курăк акса лаптăкне пысăклатса пыратăп. 4-5 çултан культурăсем ылмашăнаççĕ. Çак меслетпе малалла та ĕçлетĕп. Урăхла май çук.
А.Федоров колхозăн юхăнса ларнă фермине юсаса çĕнетнĕ. Халĕ унта 32 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытать. Вăл шутра 15-шĕ — сăваканни. Вĕсене машинăпа хăех сăвать. Мăшăрĕ Галина Ивановна Канашри пĕр заводра ĕçлет. Упăшкине пулăшма пушă вăхăт сахал юлать пулин те килте чухне хресчен-фермер хуçалăхне аталантарассишĕн вăй-халне шеллемест.
— Çавах пĕччен мар эпĕ, — калаçăва малалла тăсать Андрей Федорович. — Кирлĕ чухне кÿршĕсем пулăшаççĕ. Урапаллă икĕ трактор пур манăн. Пĕринпе хам ĕçлетĕп, тепринпе — штатра тăракан Александр Михайлов. Çитĕннĕ хĕрĕм те хуçалăхрах вăй хурать. Хальлĕхе комбайн çук-ха. Вырмара çывăх туссем, хам пекех фермерсем, пăрахмаççĕ. Малалла вулас...
Комментировать