Екатеринбург чăвашĕсем хăнана чĕнеççĕ

14 Мая, 2018

Екатеринбургри чăваш наци-культура автономийĕ йĕркеленнĕренпе 10 çул çитнине ентешсемпе пĕрле анлăн паллă тăвасшăн. Çавăнпах пурне те Акатуя йыхлавлатпăр. Наци уявĕ çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Таганская слобода» кану паркĕнче иртĕ. Чăваш наци конгресĕн, тĕрлĕ регионти чăваш автономийĕсен хастарĕсене, Екатеринбургри наци пĕрлешĕвĕсен ертÿçисене, Чăваш Енри фольклор ушкăнĕсене, эстрада юрăçисене хăнана чĕнетпĕр.
Уявра ĕлĕкхи йăла-йĕркене кăтартăпăр, çĕр ĕçченĕн гимне пĕрле юрлăпăр, выльăпăр, савăнăпăр. Ал ăстисен ĕçĕсем уява килнисен кăмăлне каясси иккĕлентермест. Чăваш апатне чи тутлă та хăйне евĕрлĕ пĕçерекене жюри членĕсем палăртĕç.
Нумаях пулмасть Екатеринбургри Мичурин урамĕнче чăвашсен общество организацийĕн çĕнĕ офисĕ уçăлчĕ. Унта куравсем, репетицисем, концерт, ăсталăх класĕсем, наукăпа практика конференцийĕсем, тĕл пулусем йĕркелеме пулать. Паллă çак кун пирĕн тус, историк, скульптор Дмитрий Мадуров «Серебряная Булгария» кĕнекин презентацине ирттерчĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Д.Николаев, «Изиды Урала» общество организацийĕн ертÿçи Д.Рожкани, грузинсен «Сакартвело» обществин президенчĕ Н.Чавлеишвили, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ В.Егоров, Казахстанри диаспора хастарĕсем тата ыттисем хăйсен шухăшне палăртрĕç. Эпир Урал тăрăхĕнче пурăнакан наци пĕрлешĕвĕсемпе çыхăну тытма тăрăшатпăр, пĕрле мероприятисем ирттеретпĕр.
10 çул хушшинче наци йăли-йĕркине сыхласа хăварас, культурине аталантарас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçларăмăр. Эпир çулленех Сурхурие, Çăварние, Акатуя, Кĕр сăрине йышлăн пуçтарăнатпăр. Наукăпа практика конференцийĕсенче тĕрлĕ регионта тĕпленнĕ йăхташăмăрсене, ытти наци çыннисене сăмах паратпăр. Автономин фольклор ушкăнĕ наци фестивалĕсене, Екатеринбург хула кунне, Урал халăхĕсен кунне, регионти чăвашсен пĕрлешĕвĕсен мероприятийĕсене хутшăнать.
Чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă уявра В.Владимиров сăмах илчĕ, унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Д.Николаев унăн Халалне аса илтерчĕ. Маларах организаци ертÿçи Д.Николаев тата правлени председателĕ О.Храмцова Тюмень облаçĕнчи «Тăван» чăвашсен ассоциацийĕ йĕркеленĕ «çавра сĕтеле» хутшăннăччĕ.
Урал тăрăхĕнчи чăвашсем тăван чĕлхепе хутшăнма, юрлама май пурришĕн питĕ кăмăллă. Общество организацийĕн хастарĕсем кашни эрнере пуçтарăнса калаçаççĕ, çĕнĕ проектсене пăхса тухаççĕ. Эпир Чăваш Республикинчен килекен хăнасене яланах хапăл. Малашне те пĕрле пулăпăр!
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.