«Карап» хумсене касса çул уçать

10 Мая, 2018

Педагог ĕçне вĕренекенсен тĕрлĕ енлĕ кăтартăвне кура хаклаççĕ. Ачасен вĕренÿри тата общество ĕçĕнчи çитĕнĕвĕ учительсем пĕрле тата пĕр шухăшлăн вăй хунинчен килет. Çакна Ухман вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсем самантлăха та манмаççĕ.

Пĕлÿ — дистанциллĕ майпа

Ертсе пырас пултарулăха аталантаракан аслă шкула кайма май килнĕрен шкул директорĕ Светлана Калиновская нумай шухăшласа тăман — ака уйăхĕнче Чулхулари квалификацие ÿстерекен курссенче пĕлĕве тарăнлатнă. Академине пĕлÿ çурчĕн ертÿçисене 7 субъектран кăна чĕннĕ, вăл шутра иккĕшĕ — Чăваш Енрен. Пĕри — хăй, тепри — Комсомольски районĕнчи пĕр шкул директорĕ. Светлана Витальевна — тĕрлĕ чире пула шкула çÿреймен ял ачисем валли пĕрле социаллă проект хатĕрленĕ автор-сенчен пĕри. Хушма пĕлÿ илни ăна проекта пурнăçа кĕртме май парать. С.Калиновская тăван шкулта унашкал ачасенчен çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче дистанциллĕ пĕлÿ класĕ йĕркелесшĕн.

Ырă тĕслĕх — пуриншĕн те

Мана хăйĕн çумĕсемпе паллаштарчĕ. Татьяна Матвеева тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе тăрăшать. Ачасен ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипетне ырă шухăшсемпе пуянлатас, илемлĕх тĕнчипе çывăхлатас тĕллевпе Светлана Васильева ертсе пыракан уроксене пачăшкăсене явăçтарать. Вĕсем пуçламăш классенче вĕренекенсене православи тĕнĕн никĕсĕпе паллаштараççĕ. «Татьяна Валерьевна фестивальсемпе конкурссене ачасене çеç мар, вĕрентекенсене те явăçтарать. Çав вăхăтрах хăйĕн пĕлĕвне ÿстерессишĕн те нумай вăй хурать, — терĕ директор. — Пĕлтĕр районта иртнĕ конкурсра «Чи лайăх музыка учителĕ» ята тивĕçрĕ. Вăл х у т ш ă н м а сăр пĕр уяв та, концерт та иртмест. Кăçал хамăр тăрăхри «Çулталăк учителĕ» пулса тăчĕ. Шупашкарта тăван ен чысне хÿтĕлесе малти 10 вырăнтан пĕрне йышăнчĕ».
Ачасен çур коллективĕ лайăх паллăсемпе ăс пухать. Ку çитĕнÿре Ирина Андреева завучăн тÿпи пысăк. Кÿршĕ ял хĕрĕ ку шкулта вĕреннĕ. Диплом илсен тăван тăрăха таврăннă. Унă ырă тĕслĕхĕ чылайăшне хавхалантарнă. «Ирина Николаевна маншăн сылтăм алă вырăнĕнчех, — савăнать ĕçчен те пултаруллă педагог хăйне ĕçре ялан пулăшнăран Светлана Витальевна. — Вăл ачасене чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культури вĕрентет. Районти олимпиадăра чылайăшĕ малти вырăнсене йышăнчĕ. Чăваш чĕлхине юратнăранах Эмилия Ильина артисткăна вĕренсе тухрĕ. Куракансем вăл калăплакан рольсене юратса йышăнаççĕ. Пултарулăх тĕнчинче çунат сарма ĕмĕтленекен Татьяна Печкина Эмилия Анатольевна çулне суйласа Культура институтне вĕренме кĕчĕ».
Светлана Витальевнăна шкул пурнăçĕнче куллен-кун пулăшакан çумĕсем хăйсен иксĕлми хастарлăхĕпе ĕçтешĕсене кăна мар, ачасене те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хăшĕсем педагог çулĕпе кайса Ирина Андреева пек тăван шкула каялла таврăнаççĕ.

Аньăна çар ĕçĕ илĕртет

— Акă вăл Аня Яковлева — пирĕн чемпионка, — паллаштарчĕ С.Калиновская тăхтавра библиотекăна пынă вĕренекенсенчен пĕринпе. — Ăмăртусене епле хутшăнни çинчен, тен, хăй каласа парĕ.
Аня калаçма ăста иккен. Кадет класĕнче пĕлÿ пухать, спортпа туслă. Çавăнпах спорт туризмне кăмăллать. Чакăл сăрта хăпарас, вырăна тĕрĕс палăртас, йĕлтĕрпе чупас, ытти енĕпе те çитĕнÿсем тăвать. Кадетсен хушшинче республикăра мала тухассишĕн пынă ăмăртăвăн пĕр номинацийĕнче пĕлтĕр иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кăçал чемпионка пулса тăнă. Ку вĕренÿ çулĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Хĕлле Чăваш Ен Пуçлăхĕн елкинче пулса курнă. Маттур! Çиччĕмĕш класра çеç вĕренет-ха вăл. Çар ĕçĕпе кăсăкланма та тытăннă. Георги балĕнче ташласа палăрнă. Портфолио вара пуянлансах пырать.
— Шкулăн халĕ электрон библиотеки пур. Унпа усă куратпăр. Анчах хамăра кирлĕ литература тупса пама, çавăн пекех йывăр сăмахсене ăнлантарма Светлана Николаевна библиотекарьтан та ыйтатпăр, — шухăша уçăмлă палăртса калаçать Аня. — ЮИДçă пулнă май çар техникипе паллашатпăр. Стройпа илемлĕ утма, автомат салатса пуçтарма хăнăхатпăр. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.