Хĕр кĕтнĕ те… йĕкĕреш ывăл çуратнă

10 Мая, 2018

Иккĕмĕш хут ашшĕпе амăшĕн ятне илтме хатĕрленнĕ Эдуардпа Лариса Барановсем çут тĕнчене хĕрача килессе иккĕленмен. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем те çапла шухăшланă: «Аслă хĕрÿ валли йăмăк, юлташ пулать», — тенĕ. Больницăра вара çăмăлланнă çамрăк амăшне тĕпренчĕке çĕклесе кăтартнă: ывăл! Шурă халатлисем нимĕн те шарламан-ха. Тепĕр вунă минутран иккĕмĕш пепке çари! сассипе янăратнă. Лариса хăй куçне хăй ĕненмен, ара, вĕсем мăшăрĕпе хĕрача валли ят та тупса хунă вĕт. «Йĕкĕреш çуралнине пĕлсен, паллах, питĕ савăнтăм, тĕлĕннипе тÿнсе кайманни кăна…» — кулăпа аса илчĕ пурнăçри телейлĕ саманта пилĕк ача амăшĕ.

Лариса Вениаминовна йышпа пурăнма хăнăхнă, урăх пурнăçа куç умне те кăлараймасть вăл. Пу-лас мăшăрĕпе Эдуардпа шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнă, савнисем пек çÿреме тытăннă. Хĕр качча хĕсметрен кĕтсе илнĕ, тинĕс çар флотĕнче службăра тăнă яшпа тăтăшах çыру çÿретнĕ. Юратакан чĕресем пĕрлешнĕ хыççăн çемьене «çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ». Джамилия, ятне кура чиперскер, ашшĕпе амăшне кунсерен савăнтарнă. Çулталăкран кил вучахĕн управçи иккĕмĕш тĕпренчĕке пурнăç парнелеме хатĕрленнĕ.
Йĕкĕреш çуратсан телейлĕ амăшĕ савăнăçлă хыпара мăшăрне пĕлтерме васканă. Кÿрши кил хуçине тĕл пулнă та хĕр е ывăл çуралнипе кăсăкланнă. «Йĕкĕреш!» — хурава ĕненмен вăл. Виçĕ ача ашшĕ ним тума аптăранă енне шÿтлесе шампань эрехĕлле тавлашнă. Артем тата Антон ывăлĕсемпе киле таврăнсан кÿршĕ хĕрарăмĕ сăмаха тытнă. Кĕтмен çĕртен арçын ача ячĕ шырама тивнĕ мăшăрăн, пĕрре кăна мар вĕт, иккĕ! Харăсах икĕ пепкене çитĕнтерме, ас тума çăмăлах килмен паллах. Асли, Джамилия та ун чухне çулталăкра çеç пулнă. Йĕкĕрешсенчен пĕри çĕрле вăранса йĕрмĕшме тытăнсан теприн те ыйхи татăлнă. 23 çултах виçĕ ача амăшĕ пулса тăнă Ларисăна хунямăшĕ нумай пулăшнă. Çĕрле мăшăрне вăратма хăтланнă, ун вырăнне вара хунямăшĕ вĕткеленнĕ. Джамилия, лара-тăра пĕлменскер, пĕчĕк шăллĕсем патĕнчен пăрăнма пĕлмен, вĕсене куç илми сăнама юратнă. Хăш чухне выляса йĕмĕсене хывса илсе пытарса хунă. Шухă хĕр пĕрчи шкулта ăс пухнă чухне хăйне ниçта та мар, спортра çеç курнă. Йĕлтĕрпе ярăнса çитĕнÿсем тунăран вăл 9-мĕш класс хыççăн Мускаври Олимп резервĕсен шкулне çул тытнă. Артемпа Антон та çак спорт тĕсне килĕштернĕ, аппăшĕпе пĕрле час-часах тĕрлĕ хулана ăмăртăва, спортсменсен пухăвне тухса кайнă. «Ачасем унта темиçе кун та ирттерме пултаратчĕç, мăшăр ĕçрен каçпа кăна таврăнатчĕ. Килте никампа калаçма çуккипе кичемччĕ, тунсăх пусатчĕ. Эпĕ йышпа пурăнма вĕреннĕ-çке. «Эдик, малашне иккĕн кăна тăрса юлатпăр акă», — терĕм пĕррехинче упăшкана. Ачасем те: «Пире йăмăк е шăллăм парнеле-ха! Ăна хамăрах пăхса çитĕнтерĕпĕр», — тесе йăлăнсан тепĕр тĕпренчĕке пурнăç парнелес шухăш çирĕпленчĕ. Тĕрĕссипе, Даша çитĕннине сиссе те юлаймарăм, аслисем йăмăкне алăран вĕçертмен. Хĕр пĕрчине çитереттĕмччĕ çеç, ыттине пиччĕшĕсемпе аппăшĕ тăватчĕç, кĕпи-йĕмне улăштаратчĕç, çăвăнтаратчĕç», — каласа кăтартрĕ Лариса Вениаминовна. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.