- Чăвашла верси
- Русская версия
Лашасене шелленĕрен руль умне ларнă
Муркаш районĕнчи Иштерекре пурăнакан 74-ри Раиса Калинина трактор рулĕ умне ларсанах ыратнине сисми пулать, чир-чĕр парăннăн туйăнать ăна.
Районти агропромышленноç комплексĕн ветерансен канашĕн членĕ чылай çул «Колос» хуçалăхра тăрăшнă. Раиса Калинина республикăри сухаçăсен ăмăртăвĕнче 5 хутчен 1-мĕш вырăн йышăннă. 1986 çулта ĕçри çитĕнÿсемшĕн Паша Ангелина парнине çĕнсе илсе вăл Совет Союзĕпех палăрнă. Унччен те, ун хыççăн та ăна республикăра никам та çĕнсе илеймен. Пултаруллă хĕрарăм ĕçленĕ хурçă утсен йышĕнче ДТ-54, ДТ-75, Т-25А, Т-40, МТЗ-80... Ĕç биографийĕ вара ДТ-20 трактортан пуçланнă.
Максимчă
Хĕрÿ чун-чĕреллĕ Раиса Ивановна 1944 çулта Муркаш районĕнчи Чурикассире çуралнă. Тулли çемьере ÿсме пÿрмен ăна. «Чикан майри апие юмăç пăхнă. «Эсĕ арçын уссине кураймăн», — тенĕ. Чăнах та, çапла пулса тухнă. Атте фронта кайнă та пуç хунă. Унăн вил тăприйĕ — Ленинград облаçĕнче. Апин пĕр хĕрпе ывăл пулнă. Асли сарăмсăр вилнĕ. Пĕр ача çителĕксĕр тенĕ пулас та хамăр ялта пурăнакан Александр Максимовран ача çуратнă. Апи эпĕ хĕр пулнăшăн питĕ савăннă. Чикан майри каланă пекех пичи телей кăтартмарĕ. Уншăн куляннине пулах ĕмĕрĕ кĕскелчĕ пулĕ», — аса илчĕ Раиса Ивановна.
Хĕр ашшĕпе пĕр сăнлă пулнă. «Ял ачисем евитлени халĕ те хăлхара янăрать. Манран «Максим-чă» тесе кулатчĕç», — сăмаха малалла тăсрĕ вăл. Хĕре чăн ашшĕ ячĕпе çыртарман. Арçын вара пĕчĕк Райăна савăнтармалли тупнах: пĕремĕк тыттарнă, вак укçа панă. Вăрçă хыççăнхи тапхăрта апат-çимĕçĕ, укçи-тенки çитсе пыман. Арçын тата хĕрарăм профессийĕсене те уйăрса тăман. Вĕрентекен шкул ачисенчен: «Ÿссен кам пулатăр?» — тесе ыйтсан Раиса Ивановна çирĕппĕн: «Тракторист- комбайнер!» — тенĕ. Ара вĕсем шăл шаккаса ларнă чухне кÿршĕри трактористăн ампарĕсем тырă-пулăпа йăтăннă.
Кĕнекепе туслă ÿснĕскер пушă вăхăтне вулавăшра ирттернĕ. Çÿлĕксем çинчех «Сельская жизнь», «Сельский механик» журналсем выртнă. Раиса Ивановна вĕсене кăсăклансах тишкернĕ. Колхоз ĕçĕнчен юлманскер лаша кÿлсе çÿренĕ. «Йывăр тиеве туртакан чĕр чун ывăнатчĕ, урисем тăр-тăр чĕтретчĕç. Лашасене питĕ хĕрхенеттĕм. Çук, ăна нушалантармăп, техника рулĕ умне ларатăпах тесе тупа турăм», — профессие суйланин сăлтавне пĕлтерчĕ трактористка. Унсăр пуçне, Раиса Ивановнăн питĕ çĕршыв курас килнĕ. 17-ри хĕр аякри Казахстана кайса вĕренесшĕн пулнă. Паллаканĕ: «Унтах çитесшĕн-и? Етĕрнери ДОСААФра та вĕрентеççĕ вĕт!» — тенĕ. Ума çирĕп тĕллев лартнă пике документсене хатĕрленĕ. Анчах йышăну комиссинче ларакан секретарь хĕр кăмăлне чутах çапса хуçман. «Курсант» 18 çул тултарман вĕт! Кĕпĕрленсе тăнă каччăсем хĕрарăм кăмăлне çавăрма пултарнă: «Вĕренсе тухнă вăхăта вăл шăп та лăп 18 тултарать!» — тенĕ.
Чутах пурнăçпа сыв пуллашман
Вĕренÿ пуçланнă. Курсантсене çурт картишне илсе тухнă. Унта гусеницăллă трактор тăнă. Вĕрентекен ăна чĕртме, вырăнтан хускатма хушнă. Пĕри хăпарнă, тепри, виççĕмĕшĕ... Хушнине никам та пурнăçлайман. Черет Раиса Ивановна патне çитнĕ. Тăван колхозра комбайнер пулăшуçи пулнăскер трактора чĕртнĕ, вырăнтан хускатнă. Курсантсем тĕлĕннипе çăвар карнă: «Санăн вĕренмелле мар, тÿрех ĕçлеме каймалла», — тенĕ. Раиса Ивановнăн авторитечĕ самантрах ÿснĕ. Каччăсем те вăл иртсе пынă чухне çул парса айккинелле пăрăннă. Пĕр çулталăк вĕреннĕскере Саратов облаçне направленипе янă. Анчах трактористка унта çитеймен. Палламан çĕрте тар тăкиччен тăван колхозрах вăй хурас тенĕ. «Çĕршыв курса çÿреме килĕшмерĕ мана», — терĕ вăл.
Инçе каймалла та пулман, телейĕ юнашарах çÿренĕ. Колхозри пĕр ушкăна Шупашкарти завода илсе çÿренĕ. Çав автобусрах Раиса Ивановнăн пулас мăшăрĕ пулнă. Альберт хĕре сăнанă… сăнанă та качча илме шухăш тытнă. Маттурскере куç хывакан тата пулнă-ха. Анчах каччăсем ăна хурçă утпа çÿреттересшĕн пулман. Малалла вулас...
Комментировать