Хĕрсен фронта кайма вăхăт çитнĕ…

5 Мая, 2018

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Вера Грачевăпа Шупашкарти 37-мĕш вăтам шкулта тĕл пулма калаçса татăласшăнччĕ: хĕрарăмсен сывлăш сăнав, хыпарлав, çыхăну 101-мĕш батальонĕн Çар мухтавĕн музейĕ шăпах унта ĕçлет. Экспонатсем пуçтарас ĕçе шăпах вĕсем, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскерсем, пуçарса янă. Шел, Вера Павловна çÿреме йывăррипе сăлтавласа музее пыраймарĕ. Çапах Аслă Çĕнтерĕве яланхи пекех халăхпа пĕрле уявламашкăн шантарнине палăртрĕ. Республикăн Хĕрлĕ тÿремĕнче ветерансен йышĕнче ăна курса, паллах, савăнăпăр кăна.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хĕрарăмсем те çар комиссариатне çул тытнă. Хăйсен ирĕкĕпе фронта яма ыйтнă. «Сирĕн вăхăт çитмен-ха», — ăнлантарнă çĕршыва хÿтĕлеме ăнтăлакансене. Çапах вăрах кĕтме тивмен вĕсен. 1942 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чă-ваш Республикинчи ыйту çырнă 500 хĕрарăма чĕнсе илнĕ. Вĕсене сывлăш сăнав, хыпарлав, çыхăну 101-мĕш батальонĕн йышне кĕртнĕ. Хастар çав хĕрарăмсенчен пĕринпе Вера Грачевăпа халĕ, тăшмана çĕнтернĕренпе 73 çул иртсен, курнăçни хăех — истори саманчĕ. «Мĕншĕн хальччен тĕл пулайман-ха эпир?» — шÿтлĕн пуçларĕ калаçăва вăл.
Арçын гимнастеркипе
Вера Грачева 1922 çулта Етĕрнере çуралнă. 8-мĕш класс хыççăн Шупашкара куçнă, фармацевта тата СССР Геройĕ А.Ляпидевский ячĕллĕ республикăри аэ-роклубăн çуллахи шкулне вĕренме кĕнĕ. Унтан Энгельсри вĕçев училищине выр-тнă унăн çулĕ. Анчах хĕрсене çав вăхăтра вĕренме илменрен каялла таврăнма лекнĕ унăн. Вăл коопераци техникумĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă.
...Вера Грачевăна вокзалта ашшĕ макăрса ăсатнă вăрçа. Куççульне ирĕке янăшăн хĕрĕ çывăх çыннине ятланă та. Ун чухне харсăр комсомолкăна фашистсене хăвăртах тĕп тăвассăн, тепĕр 3 уйăхранах киле таврăнассăн туйăннă.
Канашри призыв пунктĕнче Етĕрнери шкулта пĕр парта хушшинче вĕреннĕ Анна Шмелевăна тĕл пулнă вăл. Малтан хĕрсене Хусанта сасă, ĕлки тăрăх тăшман самолечĕсене уйăрма 3 уйăх вĕрентнĕ. Вĕсен вара хăвăртрах çĕршыва усă кÿрес килнĕ паллах.
«Вăрçăн малтанхи çулĕсенче хĕрарăмсем те фронта каясса шухăшламан ахăр. Çавăнпах вĕсем валли ятарлă çи- пуç çĕлемен. Пире арçынсен гимнастеркине тăхăнтартрĕç. Хăшĕ-пĕри ăна татса кĕскетрĕ, эпĕ тĕкĕнмерĕм. Каярах çар кĕпипе тивĕçтерчĕç», — аса илÿре вăрçă вăхăтне таврăнать Вера Павловна.
Пĕрре вăл Тутарстанри Собакино ялĕ çывăхĕнче васкакан икĕ арçынна бинокль-пе курнă. Вăхăтра асăрханăран кимĕ çине ларма ĕлкĕрнĕскерсене хăваласа çитнĕ. Тăшмансем Хусан кĕперне сирпĕтме килнĕ иккен. Çакăншăн çивĕч куçлăскерсене хаçат урлă тав тунă.
Юрлама юратни салтака шар кăтартма пултарать иккен. Ун чухне фашистсене аякка хăваласа кайнă. Тен, çавăнпах постран виçĕ утăм пăрăнса ыттисемпе юрă пуçланă Вера Грачева. Çакна караул пуçлăхĕ асăрханă. Уншăн самолет вĕçсе килнине итлемелли шăтăкран виçĕ талăк кăларман ăна. Унти шапасенчен хăранине шута илсен айăплав хăрушăрах туйăннă ĕнтĕ ăна. Çĕрле юлашĕсем ун патне апат йăтнă, шапасенчен çÿлерех тăма чул пăрахса панă.
«Эпир атте-анне çунатти айĕнчен вĕçсе тухсанах вăрçă хирне кĕнĕ. Унта кама ша-нăн? Хул пуççи çинче пĕрене йăтма та тивнĕ. Пĕррехинче çумăр хыççăн йывăр çĕклемпе пĕрле чутах юхан шыва ÿкеттĕм», — куççульне шăлать ветеран.
Куççульпе тулнă савăнăçлă кун
«Ушкăнра 5 çын пулнă. 2 сехет вышка çинче тăмаллаччĕ, 2 сехет телефон патĕнче лармаллаччĕ, 2 сехет канмаллаччĕ», — дежурство йĕркине аса илет Вера Павлов-на. Хĕрсем хăйсемех апат пĕçернĕ. Батальон валли çĕр улми пуçтарма колхоз хирне тухнине, ун чухне çурăмне хĕвелпе ыратичченех пĕçертнине те манман хĕрарăм.
Воронеж çывăхĕнче салтаксен эшелонĕн пĕр пайне сирпĕтсе аркатнă. Çавăнпах 101- мĕш батальонăн хĕрарăмĕсен те малалла çуран утма тивнĕ. Йывăр тиевлĕ машинăсене никама та лартма хушман. Мария Богаткина нумай шухăшласа тăман, транспорт çулĕ çине вырнă. Водитель çийĕнчех ун патне чупса пынă, усал сăмахсемпе ятланă. Хĕре çакă кăна кирлĕ пулнă тейĕн. Вăл юлташĕсем кузова кĕрсе пытаннине вăрттăн сăнанă. Юлташĕсен правурлăхĕ, тавçăрулăхĕ, хастарлăхĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕр вăрçă ветаранĕ.
Пĕр вăхăт Вера Павловнăна поварта ĕçлеме лекнĕ. Пичкери хуртланнă ку-пăстаран та яшка пĕçерме хушнă ăна. Çаврăнăçуллăскер, паллах, майне тупнă. Пахча çимĕçе темиçе хут вĕретсе хуртран тасатма ÿркенмен вăл.
Вера Грачева тăшмана хăваласа Украинăна, Беларуçе, Польшăна çитнĕ. «Хĕрсем, эпир Берлин çине бомба пăрахрăмăр. Кĕçех вăрçă пĕтет», — систернĕ вĕсене пĕлĕш летчиксем.
Хĕр Аслă Çĕнтерĕве Брестра кĕтсе илнĕ. «Пĕри макăрать, тепри кулать, виççĕмĕшĕ пăшалтан перет», — паллă çак куна аса илет Вера Павловна. Ăна III степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ»... медальсемпе наградă-ланă.
Çĕнтерÿпе таврăннă хĕрне Шупашкарта амăшĕ кĕтсе илнĕ. Каярах ашшĕ коман-дировкăран таврăннă, йăмăкĕсем килнĕ. «Килте сĕтел çине лартма апат та пул-ман», — çакă та капашсăр савăнăçа пĕр чĕптĕм те пусарайман.
Унтан тахçанхи юлташĕ Вениамин çитнĕ. Вăл та вăрçăран чĕрĕ таврăннă. Юратнă хĕрне ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма Канаша илсе кайнă. Кĕçех тăванĕсене туй кĕрекине пуçтарнă вĕсем. Анчах Вениамин Грачевăн кун-çулĕ ытла кĕске пулнă. Вăл ывăлĕ Владимир 2 çула çитичченех çут тĕнчерен сарăмсăр уйрăлса кайнă. Вера Павловна урăх никама та качча тухман. Халĕ ывăлĕпе пĕрле пурăнать вăрçă ветеранĕ. Куç тулли икĕ мăнукĕ хавхалантарса, вăй парса тăраççĕ ăна. Вера Пав-ловна тивĕçлĕ канăва тухичченех экономистра, план уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хунă.
Хĕрарăм вăрçă çинчен ÿкернĕ фильмсене кăмăлтан пăхать. Асаплă çав вăхăта сăнлакан юрăсем çаплипех унăн чунне çывăх.
Ачасен асĕнче
Вăрçă хыççăн хĕрарăмсен 101-мĕш батальонĕн ветерансен канашĕн ертÿçи Вера Грачева тăшмана хирĕç пĕрле çапăçнисемпе тĕл пулу йĕркелемешкĕн шухăш тытнă. Çакăн çинчен тĕрлĕ хаçатра пĕлтерÿ пичетленĕ. «Эпир хаваспах çула тухăпăр», — сас панă çĕршывĕпех саланнă ентешĕсем. Пĕрремĕш тĕл пулăва 150-ăн килнĕ. Кашни 5 çулта курнăçнă вĕсем. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн çак йыш пĕчĕкленсе пынă. Халĕ Шупашкарти Валентина Лахманпа, Йĕпреçри Анна Лысовăпа, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вера Петровăпа çыхăну тытать вăл.
37-мĕш шкулăн музейĕнче сăнав вышкин, çĕр пÿртре вырнаçнă штабăн, сасă шăтăкĕн макетне ачасем хăйсемех ăсталанă. «Вера Павловна каланă тăрăх, тăшман сомолечĕ çывхарнине васкавлă пĕлтерме хушнă, унсăрăн фашистсем çынсем пурăнакан вырăна самантрах аркатма пултарнă. Акă вăрçă вăхăтне сăнлакан шинель, фляжка, виç кĕтеслĕ çырусем...» — экспонатсемпе паллаштарать музей ертÿçи Виталий Яковлев. Хĕрарăмсен — тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен — хăйне евĕрлĕ кун-çулĕ те сăнланнă çакăнта.
Кунта çулсерен вăтамран 1000 çын ытла экскурсие килет. Экспонатсем республика çыннисемшĕн кăна мар, аякран килнисемшĕн те кăсăклă. Сăмахран, çакăнта Эфиопи, Аслă Британи, Германи... çамрăкĕсем те пулнă.
Пĕрре 101-мĕш батальон хĕрарăмĕсем паллă ентеше, Андриян Николаев космо-навта, музей ĕçĕпе паллашмашкăн хăнана чĕннĕ. Хăйĕн хуравĕнче ветерансене Аслă Çĕнтерÿпе саламланă вăл. Çакăнтах пурнăçĕ çинчен çырнă. Ыйтăва тивĕçтерсе хăйĕн сăн ÿкерчĕкне янă. Кайран, Шупашкара килсен, 37-мĕш шкулти музее çитсе курнă сумлă хăна. Вера Грачева ăшă çак тĕл пулăва, ахăртнех, куçĕ умне кăларчĕ.
Ас тăвăм вахтисемпе çыхăну тытни музее çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатать. Акă, тĕслĕхрен, çак каска çĕр айĕнче 60 çул ытла выртнă. Пулемет лентине те, куркана та, гранатăна та... çапăçу вырăнĕсенче чавса кăларнă. Брест крепоçĕнче тупнă турăш хĕрри çуннă...
Виталий Николаевичпа пĕрле шкул ачисем — Александр Михайлов, Ян Долгов, Андрей Ефимов, Дарья Илюшкина, Ксения Ксенофонтова — экскурси йĕркелени кăмăла кайрĕ. Вĕсене ветерансем ку ĕçе вĕрентнĕ, пехил панă, канашпа пулăшнă. Çавăнпах çамрăксем кашнинех кăсăклантарма май тупаççĕ. «Эпир ветерансем ка-ласа кăтартнине халăх патне çитеретпĕр. Çакă — чăн пулни, пирĕн истори», — çирĕ-плетет музей ертÿçи.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.