Вунă ача амăшĕ пĕр пепкине те «çухатасшăн» мар

5 Мая, 2018

Редакцие Агриппина Королева килчĕ. «Çĕнĕ Пăва хĕрарăмĕ пуласшăн эпĕ. Вунă ачана та хам çума çыпăçтарасшăн», — терĕ вăл пăшăрханса. Вăл мĕншĕн аплах куляннине ыйтса пĕлме тытăнтăмăр…
1999 çулта кăларнă «Женщины- Матери Земли Чувашской» кĕнекере ăна Мучар хĕрарăмĕ пек палăртнă иккен. Каярах, 2003 çулта, анлăлатса, материал пухса хатĕрленĕ кĕнекере Д.Егоров ку йăнăша тÿрлетсе ун пирки тĕрĕс те туллин çырнă. Апла пулин те халĕ те чĕре çывăхне илет çакна Агриппина Назаровна.
— Мучарта çуралнă çеç эпĕ. 60 çул ытла Çĕнĕ Пăвара пурăнатăп — апла, çак ял хĕрарăмĕ пулма ирĕк пурах ĕнтĕ, — тет вăл.
Район хаçачĕ те хĕрарăма 80 çул тултарнă ятпа саламланă май «Ача амăшĕ героиня», «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсене тивĕçнĕ Агриппина Королевăна Мучар ялĕпе çыхăнтарнă-мĕн. Ку та хĕрарăм чĕрине пырса тивнĕ…
Елчĕк районĕнчи Мучарта 1936 çулта çуралнă Агриппина Назаровна. Ашшĕпе амăшĕ колхозра тăрăшнă. Кил хуçи Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă вăл. Амăшĕ Матрена Филипповна вара 94 çула çитичченех пурăннă. Арçын тĕрекĕсĕр юлнăскер тăватă ачине ура çине пĕчченех тăратнă.
Пĕве кĕнĕ Агриппина пĕррехинче, 20 çулта пулнă ун чухне хĕр, Пукрава тăванĕ патне Çĕнĕ Пăвана кайнă. Салтакран тин таврăннă Федор Егорович пĕрре курсах килĕштернĕ ăна. Çавăнпах хĕр ăçта кĕрсе кайнине сăнанă. Каçпа урамра хăй кăмăлланă пикене курманран ун çинчен хĕр тăванĕпе сăмах пуçарнă. Аппăшĕ вара Агриппинăна тепре чĕнсе илнĕ. Уйăхран пĕрлешнĕ те çамрăксем. 1956 çулхи чÿк уйăхĕнче пулнă ку.
— Çавăнтанпах Пăвара пурăнатăп. Мана вара халĕ те качча кайман Мучар хĕрĕ тăваççĕ. Эпĕ Пăва хĕрарăмĕ вĕт- ха, — çине-çинех калама хатĕр çакна Агриппина Назаровна.
Çемьене пĕрин хыççăн тепри «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Çапла 5 ывăлпа 5 хĕре кун çути парнеленĕ Королевсем. Кашниех çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Хăшĕ-пĕри мăнуклă та. Сакăр ачи Шупашкарта пурăнать. Пĕри Тутарстанра тымар янă. Шел, Чĕмпĕрте тĕпленнĕ ывăлĕ пунăçран ир уйрăлнă.
— Упăшка трактористра ĕçлетчĕ. Вăл вăхăтра тырă нумай акатчĕç хуçалăхра. Хветĕр тăрăшса ĕçленĕрен Хисеп хăми çинчен анман. Хаçатра те çырнă ун çин-чен, радиопа та час-часах калаçтаратчĕç. Ĕçе апат çитерсе кăларса ямаллаччĕ ăна. Таврăннă тĕле те сĕтел çинче вĕри апат пулмаллаччĕ. Мана ĕçе тухма ча-ратчĕ вара. Хĕрарăмăн килте те ĕç нумай пулнă ĕнтĕ. Ачисем те пĕрин хыççăн те-при пĕчĕк. Пахчи те пур. Курайман çынсем мăшăрпа иксĕмĕре вăрçтарас тесе темĕн те элеклетчĕç. Мăшăр кĕвĕçнипе те ĕçе кăлармастчĕ-тĕр. Апат çинĕ чухне те хирĕç лармаллаччĕ, — аса илет мăшăрне Агриппина Назаровна. 2009 çулта вилнĕ кил хуçи.
Ачисем çуралса пынă май медаль хыççăн медале тивĕçнĕ хĕрарăм. Ывăл-хĕрĕн шучĕ вунна çитсен, 1989 çулта, «Ача амăшĕ героиня» орден кавалерĕ пулса тăнă.
Кĕçĕннисем ÿснĕ май аслисем те тăван кĕтеспе сыв пуллашса пынă, хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăннă. Çавăнпах тĕрлĕ справка илнĕ чухне аслисен ячĕсене палăртма та пăрахнă. Ку йĕркене те хăйне май ăнланать Агриппина Назаровна.
— Çаксене пурне те аса илетĕп те макăрнипе çĕрĕпе çывăраймастăп. Манăн пĕр пепкеме те «çухатас» килмест, — ăшĕнчи кулянăвне палăртать 10 ача амăшĕ. — Тĕрлĕ хут çыртарнă чухне пур ача ятне те кĕртместчĕç унта. «Вĕсем ним тума та кирлĕ мар», «18 тултарсан сан ачу мар», — тетчĕç, — çаксене халĕ те аса илсе кулянать хĕрарăм.
Хут ĕçĕн, паллах, хăйĕн йĕрки пур. Пурне те чĕре çывăхне илсе пĕтереймĕн. Ывăл-хĕрĕ «анне» тесе амăшне, Агриппина Назаровнăна, чĕнет-çке. Чи кирли — вĕсем амăшĕн чĕринче. Эппин, яланах çумра.
Анна НИКОЛАЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.