Арча эрешсемпе тулнă

4 Мая, 2018

«Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать...» К.Ивановăн поэминчи йĕркесем ахальтен аса килмерĕç. Хĕрарăмăн пÿрнисем выляннине сиссе те юлаймастăн — тĕрĕ хатĕр те. Сĕтел çинче масмакпа тухья валли вĕтĕ шăрçапа тенкĕсем... Ăста арчинче мĕн кăна çук-ши? Чăваш халăх тумĕпе, эрешĕпе тулнăскер — чăн-чăн тупра!
Ылтăн алăллăскере Шăпчăк Лиди тесе чĕнеççĕ. Çамрăкранпа Йĕпреç районĕн Киров ял тăрăхĕн культура çурчĕ çумĕнчи «Пилеш» ансамбльте юралаканскере чĕвĕл саслă пулнăран кăна мар, хушамачĕ Соловьева пулнăран «Шăпчăк» теççĕ. Лидия Давыдовна ачаранпа амăшĕпе аппăшĕ тутăр тĕртнине, тĕрленине сăнанă. Ăна валли те ĕç тупăнсах тăнă. Çип валли сурăх çăмне каснă, чавнă, таптарнă, арланă, пĕтĕрнĕ, сăрланă… Хатĕр ĕçсем капăрлăхĕпе илĕртнĕ. «Кÿршĕри хĕрарăмсем эрешлĕ тутăрсене хаваспах çыхса çÿретчĕç. Вĕсемшĕн укçа пама та «шалккă» пулман. Туянас кăмăллисем тупăнсах тăратчĕç. Пĕрре услам тума шут тытрăмăр. Атте тутăрсемпе пасара çитрĕ. Анчах пуясси пулмарĕ, ăна йĕрке хуралçисем тытса чарнă та спекулянт тесе штрафланă. Текехрен çемье суту-илÿпе аппаланмарĕ», — аса илчĕ Лидия Давыдовна. Ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер колхозра бригадирта, столовăйĕнче поварта тăрăшнă. 1980 çултанпа вара Пăкăянри фермăра дояркăра ĕçленĕ. Мăшăрĕ Станислав Аркадьевич юнашарах выльăх пăхаканра тăрăшнă. Соловьевсем икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ.
Стена çинче çакăнса тăракан эрешсем куçа йăмăхтараççĕ. Вĕсене тăрăшса тĕрленинче иккĕленÿ çук. Кашнинче — юрату, ăшăлăх... «Эпĕ тĕрлеме пачах юратмастăм, — тĕлĕнтерчĕ çамрăклăхне аса илнĕ чухне Лидия Давыдовна. — 2 çул каялла çеç тĕрĕпе кăсăклантăм. Вăхăт тупăнчĕ-ши?» Соловьевсен килĕнче картина хыççăн картина çуралнă. Лидия Давыдовна ĕçсене рамăна вырнаçтарать. Чи юратнă ĕçĕ — «Эсĕ çеç...» Ăна мăшăрне çемье çавăрнăранпа 40 çул çитнĕ ятпа парнеленĕ. Арçын хĕрарăма куçран тинкерет, çепĕççĕн ыталать, вĕсем пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланаççĕ... Станислав Аркадьевич та çак сăнар евĕр. Вăл арăмне мĕн пур пуçарура хавхалантарать, пулăшать.
«Пилеш» ансамбль хастарĕсем ăçта кăна çитмен-ши? Пĕлтĕр артистсем чăваш тумĕсем çĕлеттернĕ. Светлана Скворцова ертÿçĕ сĕннипех масмаксем ăсталас тенĕ. Лидия Давыдовна ĕçе кÿлĕннĕ. Библиотекăра чăваш эрешĕллĕ кĕнекесене тишкернĕ. «Чăваш наци телекуравĕпе кăтартакан концертсене куç илмесĕр йĕрлетĕп. Сцена çинчи артистсен тумĕсене çывăхарах пырса пăхатăп. Уйрăмах тухьяпа масмаксене сăнатăп», — пĕлтерчĕ Лидия Давыдовна хăй эрешленĕ япаласене сĕтел çине кăларса хунă май. «Питĕ вĕренес килетчĕ. Пĕрремĕшĕсем хама килĕшÿллĕ пулмарĕç. Вĕсене сÿтрĕм, çĕнĕрен эрешлерĕм», — палăртрĕ ăста. Арча майĕпен тулать. Тухья хатĕрлемешкĕн вăхăт ытларах кирлĕ. Лидия Давыдовна малтан калпак çыхать. Унтан вĕтĕ шăрçапа, тенкĕсемпе илемлетет ăна. Хăнана çитнĕ мăнукĕсем тухьясене тăхăнаççĕ те кĕвĕ çеммипе çаврăнаççĕ, тĕкĕр умĕнче авкаланаççĕ. Вĕсен асламăшĕнчен вĕренмелли пур. Пÿртри çи виттисене, кавирсене те Лидия Давыдовна хăй тĕртнĕ. «Çекĕле алăра тытма пĕлместĕм. Вĕрентĕм!» — терĕ вăл. Чăннипех те, ăстана мухтамалла. Ун аллинче ĕç выляса çеç тăрать. Хăй тĕллĕн эрешсене тĕпчекенскер Шупашкар ăстисемпе тĕл пулас ĕмĕтпе пурăнать. Ĕç вăхăтĕнче çуралнă ыйтусене сиресшĕн, вăрттăнлăхсене пĕлесшĕн вăл. Тăрăшуллăскер чăваш халăхĕн ытти тумне те тĕпчесшĕн, çĕлесшĕн. Шăпчăк Лидин ятне ал ĕç ăстисен куравĕнче тĕл пуласси иккĕлентермест.
Ольга КАЛИТОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.