Атăл кунĕ

21 Мая, 2014

Ĕнер Атăлçи регионĕсем аслă юхан шыв кунне палăртнă. Атăл – Раççейре çеç мар, Европăри юхан шывсен йышĕнче те чи пысăкки. Вăл 3,7 пин çухрăма тăсăлать. Çулсерен Атăлта 250 кубла километр шыв юхса иртет.

Çак куна пирвайхи хут 2008 çулта Чул хулара уявланă. Ун чухне кунта Пĕтĕм тĕнчери «Аслă юхан шывсем – 2008» ăслăлăхпа промышленноç форумĕ иртнĕ. Каярахпа ăна Раççейри ытти регион та палăртма тытăннă. Вĕсен йышĕнчех Волгоград, Аçтăрхан, Ярославль, Самар облаçĕсем, Тутарстан. Йĕркелÿçĕсен шучĕпе ку уяв аслă юхан шыва тасалăхра тытма пулăшать. Çав тĕлĕшпе влаç çыннисемпе халăх ăна пăхса, тирпейлесе тăрать. Мĕншĕн тесен Атăл – çĕр-шыв мухтавĕ çеç мар, çут çанталăк пуянлăхĕ те. Анчах ăслăлăхпа техника юхăмĕ тата этем кун-çулĕ аталаннă май Атăл шывĕ çулсерен вараланать. Айăпĕ – тухăçлă тыр-пул ÿстерес тесе тĕрлĕ им-çампа усă курнинче, чылай промышленноç предприятийĕ юхан шыв хĕрринче вырнаçнинче, гидроэлектростанци юхăмĕнче тата «цивилизацин ытти йĕрĕнче».

Атăл кунне уявланă май кашни çулах пĕтĕм регионта, çак юхан шыв юхса иртекен территорисенче, экологи мероприятийĕсем ирттереççĕ. Унăн çыранĕсене çÿп-çапран тасатаççĕ, ăслăлăх семинарĕсем, куравсем, концертсем йĕркелеççĕ.

Пĕрлешнĕ Нацисен вĕренÿ, ăслăлăх тата культура енĕпе ĕçлекен организацийĕн Мускаври бюровĕ пуçарăвĕпе 2006 çултанпа Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çут çанталăка сыхлакан «Чĕрĕ Атăл» программа пурнăçланать. Унсăр пуçне Раççейри Атăлçи регионĕсенче вăтăр çула яхăн «Юхан шыва пулăшатпăр» экологи юхăмĕ ĕçлет. Унта 200-е яхăн общество ушкăнĕ хутшăнать. Юхăмăн координаци центрĕ – Чул хулара. 1990 çулта Атăлçи регионĕсенчи пысăк хуласенче кĕвĕ-çемĕ юратакансен тата экологсен «Таса шыв рокĕ» акцийĕ йĕркеленнĕ. Çак çулах Чул хулара «Атăл кунĕсем» пĕрремĕш конференци иртнĕ. Унта 40 экологи организацийĕн представителĕсем хутшăннă. Конференци халĕ çулсеренех пулать.

Атăл кунĕ Чăваш Енре те кашни çулах иртет. Çак кун республикăри районсемпе хуласенче экологи мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Унта Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Муркаш районĕсем, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисем хастар хутшăнаççĕ, Атăл çыранĕсене тирпей-илем кÿреççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.