Ыйтмасăрах... сĕнсе йăлăхтараççĕ!

28 Апр, 2018

Реклама тарăхтарса çитерчĕ-и? Çапла пулмасăр! Телевизор вĕçĕмсĕр тĕрлĕ эмеле мухтани, хĕрарăмсемшĕн мĕнле, каçарăр, прокладка лайăхрах пулни, ытти пирки шавлани çитмест — телефонпа та татти-сыпписĕр СМС килет. Юлашки вăхăтра вара хăйсен таварне, пулăшу ĕçĕсене сĕнекенсем шăнкăравласах чăрмантарма пуçларĕç…

Вĕсене чарма пулать — ку енĕпе Федерацин монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ пулăшма пултарать. Пултарать кăна мар – пулăшать те. Управленире йăлăхтармăш реклама пирки панă çăхав купипех иккен.
Нумайăшĕ пĕлмест те пуль, анчах, управлени ертÿçи палăртнă тăрăх, «çын хăй килĕшмесĕр ăна СМС-реклама ярса пама юрамасть». Çакна тĕпе хурса иртнĕ çултан тытăнса монополипе кĕрешекенсем сотовăй çыхăну операторĕсене явап тыттарма пуçланă. Чăн та, вĕсем çын хăйсен çыхăнăвĕпе усă курма килĕшÿ тунă чух унта çавнашкал пĕлтерÿсене йышăнма хирĕç мар тесе алă пусаççĕ тесе тÿрре тухасшăн. Анчах ку – айăпа сирме тăни кăна, вĕсене каçармасть.
Фирма-лавкка яракан пĕлтерÿсене илес тĕк, чăнах та, çын тавар туяннă чух вĕсен рекламине йышăнма килĕшмешкĕн пултарать. Ку лавккасем тăрăх çÿреме кăмăллакан хĕрарăмсемшĕн пушшех кăтартуллă. Кайран çакăн пирки манса каяççĕ, анчах СМС килет те килет. Çавăнпа та ФАС управленийĕн представителĕсем çынсене лавккара тавара йÿнĕрех хакпа туянма май паракан карточка тыттарнă чух анкетăна çырса тултарнă май ăçта тивĕçлĕ паллăсем лартас тĕлĕшпе тимлĕрех пулма сĕнеççĕ. Çав паллăсенчен пĕри шăпах «сирĕн пĕлтерÿсене йышăнма хатĕр» йĕрке тĕлĕнче пулма пултарать. Кун пек чухне, паллах, çине-çинех СМС килнĕшĕн ÿпкелени те вырăнсăр.
Шăнкăравласа тарăхтаракансен те иртĕхмелле мар. Сăмах май, хăратакансем те пур-мĕн. Ватăсене, сăмахран, пластик чÿрече лартса пама сĕнеççĕ. Килĕшмесен япăх пулма пултарасси пирки асăрхаттарма та именмеççĕ. Кĕсье телефонĕ çине килекен шăнкăравсен авторĕсене палăртма пулать-ха — номерĕ курăнать-çке. Килти стационар телефон тĕлĕшпе вара – чăрмавлă. Çавăнпа та унашкал тĕслĕхсенче монополипе кĕрешекенсем «рекламçăсене» ытларах калаçтарма, вĕсем камсем, хăш компанирен пулнине, ыттине ыйтса пĕлме сĕнеççĕ, çийĕнчен вĕсен калаçăвне çыртарса илни пушшех вырăнлă. Унсăр явап тыттараясси иккĕленÿллĕ — вĕсем пĕтĕмпех тунма пултараççĕ-çке. Капла вара — айăп куç кĕрет.
Тепĕр тесен монополипе кĕрешекенсем те айван мар. Халь шăпах пĕр компани тĕлĕшпе тĕпчев пырать. Унăн сотрудникĕ çынсем патне шăнкăравланине çирĕплетнĕ — çав фирмăра çынсемпе мĕнле калаçу инструкцийĕ те пулнă. Чăн та, компани ертÿçисем хăйсен сотрудникĕ пĕтĕмпех уçса панине пĕлмен те – тунма тăнă-ха, анчах тинех яваплăхран пăрăнаймĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.