Вăрман пушарĕнчен сыхланасси хамăртан килет

30 Апр, 2018

Çанталăк ăшăтсан нумайăшĕ сад-пахчана тасатать, çÿп-çапа çунтарать. Теприсем вăрмана кайса шашлăк ăшалаççĕ. Шăпах çак тапхăрта вут-çулăм алхасас хăрушлăх ÿсет.

Вăрман пушарĕсенчен сыхланас ыйтăва республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче те сÿтсе явнăччĕ

Лесничествăсенче вут-çулăма сÿнтермелли хатĕрсене, ятарлă техникăна (пушар автомобилĕсене, вăрмана хуралламалли комплекссене, тракторсене), ытти инвентаре хатĕрленĕ. Çу уйăхĕнче вăрман пушарĕсене вăхăтра асăрхас тата сÿнтерес тĕлĕшпе ятарлă тактика вĕренĕвĕ ирттерме палăртнă. Ларăва ертсе пынă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренĕве тĕплĕн ирттермеллине палăртса хăварнăччĕ. 

«Раççейĕн ытти регионĕнче вăрман пушарĕсем алхаснине пĕлетпĕр. Унран сыхланас тесе эпир службăсене техникăпа, ытти ресурспа тивĕçтертĕмĕр, çакăншăн яваплă çынсене вĕрентрĕмĕр. Эпир хатĕрленĕ пĕрлехи планра палăртнă мероприятисене, пунктсене пĕрне те пурнăçламасăр хăвармалла мар. Кашнинех хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçламалла», — тенĕччĕ Михаил Васильевич. 

Рубрика: 

Комментировать