- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çарăк» юмах — чăвашла
Пирĕн ача садĕнчи шăпăрлансем Чăваш чĕлхи кунне хаваспах паллă тăваççĕ. Мĕншĕн тесен ăна уявласси йăлана кĕнĕ. Ачасем кашни çул халăх йăли-йĕркинчен çĕннине пĕлеççĕ.
Кăçал «Ромашка» аслă ушкăнри ачасемпе «Çарăк» юмах лартрăмăр. Малтанах пĕчĕкскерсемпе канашларăмăр. Ушкăнра чăвашла пĕлменнисем пурри никама та хăратмарĕ. Ачасем инсценировкăна çанă тавăрса хатĕрленчĕç. Арсений чăвашла лайăх пĕлнĕрен старик рольне суйларĕ. Карчăка Вика вылярĕ. Мăнукĕ Лера пулчĕ. Йытта — Ваня, кушака Мила выляма кăмăл турĕç. Шăшие кĕçĕн ушкăнри Дашăна шанчĕç. Тум хатĕрлеме вăхăт çитсен ачасен сăнĕ савăнăçпа ялкăшрĕ. Чăваш тумĕсене хăшĕ-пĕри яла хăнана кайсан курнă иккен. <...>
Ачасене выляттарса вĕрентмелле. Ансатран кăткăсси патне ертсе пымалла. Ăслăлăх пĕрчисене ачасенче тĕвĕлентерсе çитĕнтермелле. Çакна шута илсе ĕçлетпĕр те. Тулли верси…
Комментировать