- Чăвашла верси
- Русская версия
Çуркуннепе ĕç уявĕ
Уяв пархатарлă ĕçе, ĕç çыннине мухтать, халăха пĕтĕçтерет, унăн пурнăçри яваплăхне ÿстерет. Ĕç çынна ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ÿсме, аталанма пулăшать, тăван çĕршыва хисеплеме вĕрентет.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре, парксенче мероприятисем иртĕç. Тĕп хулара уяв колоннине общество организацийĕсен ĕçченĕсем, ĕç коллективĕсем, çамрăксем тăрĕç. Волонтерсем ялавсем валеçĕç. Артистсем илемлĕ ташши-юррипе савăнтарĕç. Паллах, çак тапхăрта хăрушсăрлăх тĕп вырăнта пулĕ. Çавна май çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче тата Çĕнтерÿ кунĕнче халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсене турникет урлă тĕрĕслесе кĕртĕç.
Комментировать