- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăрман хуçи — Вăрмартан
Виталий Филиппов 1937 çулта Вăрмар поселокĕнче çуралнă. Каярахпа ашшĕ-амăшĕ Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялне куçса кайнă. Вăтам шкул хыççăн Виталий Васильевич Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче ялта студентсемпе тĕлпулу иртнĕ. Шăпах çакăнта вăл Йошкар-Олари вăрман хуçалăх институтĕнче ăс пухакан студентпа паллашнă. Ачаранах йывăç лартса çитĕнтерме кăмăлланăскер шухăшне улăштарма шут тытнă. Унпа ашшĕ те килĕшнĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн каччă Йошкар-Олари вăрман хуçалăх институтне вĕренме куçнă.
Аслă шкул хыççăн Киров облаçĕнчи Рудниковский вăрман хуçалăхне ĕçлеме кайнă, икĕ çултан — Тутарстанри Зеленодольск вăрман хуçалăхне. 1966 çулта пултарулăхне кура ăна Хусан çывăхĕнчи Столбищĕри лесничествăна куçарнă. Çамрăк специалист кунта йĕркелÿçĕ ĕçне хăнăхнă: вăрмана хÿтĕлессине йĕркеленĕ, пушартан сыхланмалли мероприятисем ирттернĕ. Вăл хăйĕн ĕçне яланах юратса пурнăçланă.
В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа 1970 çулта Виталий Васильевич ертсе пынипе Столбищĕри вăрман хуçалăхĕнче 100 гектар хыр вăрманĕ лартнă. 1969-1979 çулсенче унта ачасен çуллахи лагерĕ ĕçленĕ. Çавна май вăрман çитĕнтерес ĕçе ачасем те явăçнă. Лайăш районĕнче 2650 гектар вăрман хушăннă.
1976-1977 çулсенче Атăл, Кама тăрăхĕнчи юманлăха пурçăн хурт тапăннă. Вăл йывăç çулçине пĕтĕмпех çисе янă. Çавна май 1975-1977 çулсенче ентешĕн Тутарстанри вăрман хуçалăхĕн управленийĕнче тĕп технологра ĕçлеме тивнĕ. Унăн ушкăнĕ юманлăхсем çине 7 самолетпа 120 тонна им-çам сапнă. Анчах пурçăн хурт тапăннă хыççăн шартлама сивĕсем çитнĕ. Çак сăлтава пула 1,5 млн тĕп юман хăрнă.
Каярахпа вăл каллех вăрманçăра ĕçлеме тытăннă. Унăн тĕп ĕçĕ вăрман ÿстересси пулнă. Калчасемпе республикăна çеç мар, ют тăрăха та тивĕçтернĕ. Сăмахран, Казахстана 2 млн хырпа чăрăш ăсатнă. Ку вăхăтра Виталий Васильевич йывăç вăрлăхĕ акмалли сеялка /СЛУ-5-20/ ăсталанă, ĕçе çăмăллатнă. Вăл Николай Ведерников профессорпа тата ял хуçалăх наукисен кандидачĕпе Борис Троцкипе пĕрле канашласа вăй хунă.
Вăрман хуçалăхĕнче 30 çул ытла ĕçлесе Виталий Филиппов 360 миллион ытла хунав çитĕнтернĕ. Малалла вулас...
Комментировать