- Чăвашла верси
- Русская версия
Хирĕç çуртри тĕттĕм хваттер
Тĕп хулари Энтузиастсен урамĕнчи 5-мĕш çуртра пурăннă Александр Ионычева 1992 çулхи ака уйăхĕнче юлашки çула ăсатрĕç. Эпĕ унпа час-часах курнăçаттăм. Александр Васильевич, водитель пулнă май, пахчана строительство материалĕ турттарса пулăшатчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çынна яланах ырă тăватчĕ, йывăр самантра — Тăван çĕршыва та.
Вăл çут тĕнчерен уйрăличчен пĕр уйăх маларах эпĕ унпа тĕл пулнăччĕ. Çар тумĕ тăхăннă тăватă çын тăракан сăн ÿкерчĕк кăларса хучĕ ман ума. «Хĕсмет хыççăн вун ултă çултан çар тумне тепĕр хут тăхăнма ĕмĕтленменччĕ, — терĕ ассăн сывласа. — Ку — сылтăмран пĕрремĕшĕ — эпĕ. Виççĕмĕшĕ — Шупашкарти Гена Максимов, ыттисем — ют тăрăхсенчен».
Çак пысăк мар ушкăнăн мирлĕ вăхăтра ыттисемпе пĕрле кĕтмен çĕртен атом энергийĕн хăрушлăхне хирĕç кĕрешĕве тухма тивнĕ. Çав инкеклĕ вырăн адресĕ — Чернобыль.
Паллах, чи малтан специалистсене суйланă. Александр çарта ку ĕçпе çыхланман пулин те саппасри рядовоя, водитель пулнăран, çар комиссариатне чĕннĕ. А.Ионычев инкек пулнă вырăна кайма тÿрех килĕшнĕ. Лере шанса панă машинăпа икĕ уйăх ытла инкек ункинчен тухман вăл. Пурĕ 55 рейс тунă. Александр килне таврăнас умĕн Чернобыле унăн пиччĕшĕ Анатолий пырса çитнĕ. Вăл виçĕ уйăх дозиметристра ĕçленĕ. Тĕрĕсрех каласан, инкек шайĕн виçине тĕрĕсленĕ. Пĕртăвансем килне медальсемпе тата Тав хучĕсемпе таврăннă. Александр Васильевич каланă сăмахсем халĕ те асăмрах: «<...> Чернобыльте вăрçăринчен те хăрушăччĕ. Сăмахран, чылай çапăçура кам та пулсан сывă юлатех, эпир вара пурте йывăр чирлесе таврăнтăмăр. Çакна патшалăх шута илчех, пулăшу пачĕ». <...>
Хирĕç çуртри тĕттĕм чÿречене курсан Ионычев сăнарĕ куç умне тухать. Тăван çĕршыва инкекре пулăшнăскер пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни пăшăрхантарать. Тулли верси...
Комментировать