Çамрăк армеецсем уй-хир вĕренĕвĕсене хутшăнаççĕ

19 Апр, 2018

Çĕнĕ Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан çамрăк армеецсем уй-хир вĕренĕвне хутшăнаççĕ. Мероприяти 4-мĕш, 5-мĕш, 12-мĕш шкулсенчи тата Çĕнĕ Шупашкарти кадет лицейĕнчи 10-мĕш класри арçын ачасем валли ака уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче иртет. Пурĕ 66 вĕренекен хутшăнать.

Çĕнĕ Шупашкарти çар комиссарĕ Сергей Баранов пĕлтернĕ тăрăх ака уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 182 шкул ачи вĕренÿре пулнă. ОБЖ вĕрентекенĕсем практика занятийĕсене уй-хирте ирттерме шут тытнă. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тĕкĕрç вăрманĕнче марш-бросок иртнĕ. Каччăсем çара кайма хатĕрленсе тĕрлĕ ăмăртура тупăшнă. Вĕренÿре арçын ачасемпе пĕрле вăй виçме кăмăл тунă 5-мĕш шкулти икĕ хĕр ача палăрнă.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать