Пилĕк мăнукне ура çине тăратать

19 Апр, 2018

2017 çулхи чÿк уйăхĕнче Комсомольски районĕн прокурорĕ ячĕпе ыйту çитнĕ. Тăлăх каччă Ю. пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă йывăрлăхсене асăннă, хăйĕн правине хÿтĕлеме ыйтнă. Пĕртăванĕсемпе кукамăшĕ патĕнче кун кунлаканскер 2011 çултах черете тăнă. Унтанпа 6 çул иртнĕ. Çамрăк пурăнакан çуртра ытла хĕсĕк пулнă...

Амăшĕ те, кукамăшĕ те

«Çуратаканĕ мар, пăхса ÿстерекенĕ амăшĕ», — теççĕ. Комсомольски районĕнчи О. мăнукĕсемшĕн — кукамăшĕ те, амăшĕ те. 1948 çулта çуралнăскер пиллĕкĕшне ура çине тăратнă. Ашшĕ-амăшĕ ăçта? Инкек пулнă-ши? Ку ыйтусем вулаканшăн та кăсăклă пулĕ. Тĕрĕссипе, ватă хĕрарăм хăй те хĕрĕ Оксана пирки нимĕн те пĕлмест. 2004 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускава тухса кайнă. Ун чухне кĕçĕнни 1,4 уйăхра пулнă.
1975 çулта çуралнă хĕрарăм шăпи в ă р т т ă н л ă х ч а р ш а в ĕ п е х у п л а н н ă . Комсомольски районĕнчи пĕр ялта кун çути курнăскер миçе ача çуратнине хăй çеç пĕлет пулас. Çамрăклах çăмăлланнăскер хĕр пĕрчине ача çуртĕнчех хăварнă теççĕ. Пĕчĕкскере пĕр çемье усрава илнине çирĕплетет вырăнти халăх. Мускавра ĕçлесе пурăннă чухне те хĕрарăмăн хырăм юлнă. Чĕре айĕнче тĕвĕлленĕскере пурнăç парнеленĕ. Вăл ача шăпине пĕлекен çук.
Тĕнче касса çÿресе ывăнсан Оксана тăван тăрăха амăшĕ патне таврăннă. Тĕп килте пурăнма пуçласан тепĕр арçынпа çемье çавăрнă. 1991 çулта мăшăрăн хĕр çуралнă. Анчах пурнăçа йĕркелеме май килмен — сиенлĕ йăласем ура хунă. Оксана урăх арçынпа Е.-пе паллашнă та туйăмсен авăрне чăмнă, унран умлă-хыçлăн икĕ ывăл çуралнă. Арçын тĕпренчĕксен пуласлăхĕ пирки шухăшламан, ĕçлесе тар тăкман. 2000 çулта хайхискер Канаш районĕн сучĕн сакки çине ларнă. Приговор пуçран лăпкаман — арçынна 8 çул та 6 уйăхлăха тĕрмене ăсатнă. Оксана вăрах хурланман, 2001 çулта тепĕр арçынран ывăл çуратнă. Тепĕр икĕ çултан ывăл-хĕрĕ валли йăмăк тупса килнĕ. Анчах ачасем амăшĕн ăшшипе киленеймен. Укçа ĕçлесе илес тĕллев лартнăскер çĕршывăмăрăн тĕп хулине çул тытнă та хыпарсăр çухалнă.
Кукамăшĕ пилĕк мăнукĕпе юлнă. Асли 13-ре пулнă, кĕçĕнни çулталăкран иртнĕ. Ачасене ура çине тăратмашкăн укçа-тенкĕ те, вăй та чылай кирлĕ. Хĕрарăма аслă хĕрĕ пулăшнă. Анчах унăн хăйĕн те икĕ шăпăрлан ÿснĕ. Ольга аппан чунĕ вырăнта пулман. Пилĕк ача амăшĕ йĕп пек çухалнă-çке! 2005 çулта кукамăшĕ мăнукĕсен опекунĕ пулса тăнă.

Ачисем ашшĕне палламан

Мускавра çухалнă хĕрне шыраса тупас тесе О. йĕрке хуралне çитнĕ. Шел, ăна вĕсем савăнтарайман — Оксанăна тупайман. Тĕрмерен тухнă Е. та ывăлĕсен шăпипе кăсăкланман, ачасем ашшĕне палламан. Кукамăшĕ кĕрĕвĕнчен алимент шыраса илес тесе тавăç тăратнă. Район сучĕ унăн майлă пулнă, Е.-е ашшĕ правинчен хăтарнă, уйăхсерен ĕç укçин 1/3 пайне тÿлеттерме йышăннă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.