- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăвашсене çывăхлатнă Питĕр
«Пирĕн театрта кашни кун тенĕ пекех — спектакль. Йăлтах ĕлкĕретпĕр: репетици тума та, выляма та… Питĕрти пĕр театрăн афишине куртăм та тĕлĕнтĕм: «Ĕнер, паян, ыран — репетици» тенĕччĕ унта. «Вĕçĕмсĕр репетици тумалла» артистсен девизĕ евĕрех туйăнчĕ вăл маншăн. Апла тăк театр халăхшăн кашни кун уçă мар», — Питĕрти гастрольтен таврăннă Василий Иванов çул çÿревĕн кăсăклă саманчĕсене çапларах аса илчĕ.
Упăшкине юрас тесе чăвашла вĕренет
Нумаях пулмасть К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Питĕртен таврăнчĕç. Театр 100 çул тултарнине халалланă гастрольсене вĕсем «Вĕри юнлă çемçе чун» /И.Максисмов-Кошкинский/, «Туя туй пек тăвар-и?» /А.Тарасов/ спектакльсем илсе кайнă.
Вася Иванов /наци радиовĕпе телекуравне итлеме, курма кăмăллакансем ăна Васин хушма ятпа та аван пĕлеççĕ/ Раççей культурин тĕп хулинче пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ. Салтакран таврăннă хыççăн вăл ятарласа Питĕр курма, паллă вырăнсемпе паллашма кайнă. Хальхинче ăна унти театрсем кăсăклантарнă. «Европа» театра çитнĕ. Паллă та юратнă артистсенчен унта Елизавета Боярская, Данила Козловский выляççĕ. Чăваш артисчĕсем мини-экскурси ирттернĕ. «Ытларах урамра çÿрерĕмĕр. Чăвашра ун чухне сивĕччĕ, юр хулăнччĕ. Питĕре тĕксĕм хула теççĕ пулин те эпир килнĕ кун хĕвел пăхрĕ. «Пирĕн пата ăна эсир илсе килтĕр!» — терĕç Питĕрти туссем. Вĕсем икĕ спектакле те килсе курчĕç. Манăн юлташ Алексей Семенов Питĕре пурăнма куçса вырăс хĕрне Юльăна качча илчĕ. Халĕ вăл упăшкине юрас тесе чăвашла вĕренет, çавăнпа пирĕн спектакле курма килнĕ. Постановка унăн кăмăлне кайнă, «Вĕри юнлă çемçе чун» куççуль кăларттарнă, чăваш юррисем килĕшнĕ. Тепĕр кунне камитре ахăлтатса кулчĕç. Алексей — Шупашкар каччи, хулара ÿснĕ пулсан та чăвашла аван пĕлет. Эпир унпа салтакра чухне паллашса туслашрăмăр. Унтан килсен вăл кунта икĕ çул бухгалтерта ĕçлерĕ, халĕ Питĕрте — банкра. Вăл спортпа питĕ туслă. Чупакансен клубне çÿрет. Юля ăна çавăнта куç хывнă. Паянхи кун та вĕсем чупма пĕрле çÿреççĕ, триатлонпа кăсăкланаççĕ. Марафонсене хутшăнса юлташăм тăтăшах çĕнтерет. Юля Алексейпе паллашнă чухне пирĕн наци пуррине те пĕлмен. Кайран интернета кĕрсе чăвашсем пирки вуласа пĕлнĕ», — каласа кăтартрĕ çамрăк артист. Пирĕн «Литейнăй» сцени уншăн хĕсĕкрех туйăннине пытармарĕ. «Тăван театрти пек лайăх сцена урăх ниçта та çук пуль! Анлăшĕ те, сарлакăшĕ те пур», — терĕ Василий.
Çемьепе кайса курасшăн
ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ирина Верьялова Питĕре тахçанах кайса курма тĕв тытнă, иртнĕ гастроль вара унăн ĕмĕтне пурнăçланă. Вăхăта сая яма юратманскер пуйăсран анса хăна çуртне вырнаçнă, çăвăннă, апатланнă хыççăн мăшăрне, ЧР тава тивĕçлĕ артистне Валерий Карпова, хулран çаклатнă та хула курма тухса кайнă. «Нева проспекчĕпе çуранах утрăмăр. Кашни илемлĕ çурта чарăна-чарăна пăхрăм, палăксен умĕнче ÿкерĕнтĕмĕр. Хулан тĕп лапамне, Дворцовая текеннине, «Аврора» крейсер патне çитрĕмĕр. Питĕ нумай çухрăм парăнтартăмăр. «Ура тĕпне туйми пулатăн-ха», — терĕ Валера. Ывăнасси пирки шухăшламан. Йăлтах кăсăклă, илемлĕ… Тепре килсе курмашкăн тата хăçан май пулĕ-ха? Тепĕр кунне спектакле чиперех вылянă, унăн умĕн те экскурсие кайнă…» — пайланчĕ аса илĕвĕпе артистка.
Ÿркенменскерсем Петропавловск крепоçне те çитнĕ. Унта паллă çынсем: Троцкий, Владимир Ленинăн пиччĕшĕ Александр, Анна Ахматова… — ларнă тĕрме пур. Халĕ вăл музей шутланать. Унти камерăсене кĕрсе курни, çав самантра хуçаланнă туйăмсем Ирина Васильевнăн асĕнче чылайччен пурăнĕç. «Ристансем валли» условисем начарах пулман: кăмака хутса ăшăтнă, ĕлĕкех шыв та, канализаци те пулнă. Музейре калаçса пынă чухне пĕр мучие тĕл пултăмăр. Вăл нумай кăсăкли каласа кăтартрĕ, çĕр-çĕр революционера персе пăрахнă стена кăтартрĕ. Микроминиатюра музейĕнче, Н.Лесков сулахай аллипе ĕçлесе таканланă хăнкăла упраннă çĕрте, пултăмăр. Кайса курас тенĕ чиркÿсем тем чухлехчĕ. Эх, ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрес? Боярсен çемйин Романовсен ÿтне пытарнă собора кĕресшĕнччĕ те… Пурăна киле унта ачасене илсе каятпăрах», — тĕллев лартнă артистсен çемйи.
Ирина Верьялова Санкт-Петербург çыннисем хăйсене урăхларах тытнине асăрханă. Му-скаври пек хĕвĕшÿ курман, кăнттам калаçнине илтмен. Урамсенче полицейскисем çук-мĕн, мĕншĕн тесен кашни çурт çинче видеокамера ÿкерет. Кунти пурнăç лăпкăн иртнĕн туйăннă ăна. Хула театрĕнчи пĕр-пĕр спектакле тем пекех курма ĕмĕтленнĕ те, анчах икĕ каç сцена çинче вылянăран каяйман.
«Пире Питĕрти чăвашсем питĕ лайăх йышăнчĕç. Спектакль вĕçленсен ăшă сăмах калас тесе юри кĕтсе тăчĕç. «Туя туй пек тăвар-и?» камитре зала анса çынсене сăра ĕçтермелли сцена пур. Халăх иртме памарĕ, тав турĕ. «Татах килĕр!» — терĕç. Вылянă чухнех хавхаланса йышăннине туйрăм. Çакна та сăнарăм: Чăвашра çынсем спектакльти пĕр çĕрте кулаççĕ, Питĕрте — урăх тĕлте. Ку воспитани уйрăмлăхĕпе çыхăннă ахăртнех. Шупашкарта ытларах камит курасшăн, ĕçлесе ывăннă хыççăн тарăн ыйтусемпе пуçа ватасшăн мар. Аякри хуласенче вара драма килĕштереççĕ пек туйăнчĕ. «Вĕри юнлă çемçе чуна» та кунти халăх урăхларах, тарăнрах, йышăнчĕ. Эпĕ хам та çак спекта-кле илсе кайнăшăн савăнтăм, чăн та, çынсем ăна пăхма кăмăллаççĕ, зал та тулли пулчĕ», — палăртрĕ ЧР тава тивĕçлĕ артистки. Вăл аякри хуласенче вылянă чухне питех пăлханмасть-мĕн. Паллакансен умĕнче вара хумханнипе чĕтреме ерет. Çавăнпа Ирина Васильевна тăванĕсене театра питех чĕнме юратмасть.
Эксперимент тума хăрамаççĕ
ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталья Сергеева Питĕр гастролĕ пирки хавхаланса аса илчĕ. Çан-талăкран кăна мар, ытти енпе те ăннине палăртрĕ. «Владимир Живов ертсе пыракан чăваш культура обществи тăрăшнипе çăкăр-тăварпах питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пуйăсран ансах чечексем тыттарчĕç. ЧР Культура министерстви çак гастроль валли укçа уйăрни хальхи вăхăтшăн питĕ пысăк пулăшу, унта кунсене усăллă ирттерме тăрăшрăм. Малалла вулас...
Комментировать