- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен театрĕ — тĕл пулу вырăнĕ
Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитрĕ. Л.Бочин пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Молодой пласт» пĕрремĕш спектакле 1933 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăтартнă. Ленинград режиссерĕсем Эдвин Фейертагпа Маргарита Фигнер пуçарса янă ку ĕçе. Труппăна пысăклатмашкăн Чăваш музыкăпа театр техникумĕнче артистсене вĕрентме пуçланă.
Çамрăксен театрĕн пресс-секретарĕ Надежда Андреева каланă тăрăх, юбилейпе çыхăннă мероприятисене 85-мĕш сезон вĕçленичченех йĕркелеме палăртнă. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчен Чăваш наци музейĕнче «Çамрăксен театрĕ: 85 çул сцена çинче тата чаршав хыçĕнче» курав ĕçлет. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Çеçпĕл» кионотеатрта «Çуралнă кун ячĕпе, театр» ача-пăча уявĕ иртнĕ, пĕчĕккисене «Кот в сапогах» спектакль кăтартнă.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Çамрăксен театрĕн йышĕ сумлă юбилейĕн тĕп программипе сцена çине тухĕ. Эсир те уявран ан юлăр!
Иосиф Дмитриев тĕп режиссер Çĕçпĕл Мишши сăнарне документ фильмĕнче калăпланă чухне пурнăç çулĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрне илсе çитересси çинчен шухăшланă-ши? «Ĕмĕтленмен те, шухăшламан та, тĕлленмен те», — хуравларĕ вăл. Паян театр йышĕ çĕнĕ çуртра — «Çеçпĕл» кинотеатрта — ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртет, тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли спектакльсем хатĕрлет. Кунта ачасем валли театр, юрă, ташă студийĕсем ĕçлеççĕ.
Çамрăксен театрĕ проектсен конкурсне хутшăнас тĕлĕшпе пуçаруллă. 2011 çултанпа 20 миллион ытла тенкĕлĕх 20 проект пурнăçланă çак йыш. Кăçал грант укçипе «Асамлă вăй» проект хута кайĕ, «Маленький принц», «Любовь и ненависть» спектакльсем хатĕрлĕç.
Киленÿ вăрттăнлăхĕ
Çак кунсенче РФ тава тивĕçлĕ тата ЧР халăх артистне Василий Павлова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕç. Вăл театрта кăна мар, лавккара та, транспортра та чуна уçса калаçма вăхăт тупать.
«Малтан хамăра ятăн çурт пулманран тĕрлĕ организаципе пĕрле ĕçлеме лекрĕ. Пире хăвалатчĕç, çавăнпах ĕçе йĕркелеме йывăрччĕ. Трактор тăвакансен керменĕнче ĕçленĕ вăхăтра пушшех репетици, спектакль хыççăн киле тухса тарас килетчĕ. Пур пĕрех чăтнă. Халĕ кунта, хамăр килте, çынсен кăмăлĕ улшăнни тÿрех курăнать. Канмалли кунсенче те ĕçе çÿретĕп. Ыттисем те çаплах. Пурте хăйсен ĕç вырăнне хăтлăрах курасшăн.
Халĕ ушкăнпа пуçтарăнса калаçмашкăн кăмăл та, май та пур. Тинех хамăра пĕр çемьери пек туйма пуçларăмăр. Пурте çĕнĕ ĕмĕтпе хĕмленетпĕр.
Вячеслав Ориновпа ĕçленĕ чухне маншăн «ылтăн вăхăт» пулчĕ. Вăл мана шаннă, эпĕ ăна ĕненнĕ. Вячеслав Николаевич хатĕрленĕ спектакльсенче тĕп сăнарсене калăпланă. Халĕ те хăш-пĕр ролĕпе сцена çине тухатăп. Артистшăн куракан юратăвĕ, хисепĕ тĕп вырăнта. Спектакль, сăнар ăнăçлă пулса тухни çав тери пысăк савăнăç кÿрет.
Паçăр «Ирпе автан авăтсан» /М.Ладо/ драмăри Кÿршĕ сăнарне куç умне кăларсан транспортра та куççульленни çинчен аса илтертĕн. Унашкал роль пĕрре кăна мар.
«Ехрем хуçа» /Анатолий Кипеч/ спектакле манăн сăнарăн Прокопий Ефремовăн аякри тăванĕ килсе курнăччĕ. Вăл сцена çине тухсах тав турĕ, саламларĕ. Тата телекуравра ĕçлекен Зоя Никонорова чуна пăлхатрĕ. Вăл ун чухне туяпа утатчĕ. Мана куçран пăхса сцена патне çывхарнине куртăм та ун патнелле чупрăм. «Вася, эсĕ паян чи телейлĕ çын», — тесе чечек çыххи тыттарчĕ вăл. Кайран киле çитсен халăх умĕнче тытса чарнă куççуль пит çăмарти тăрăх юхса анчĕ. Тепĕр кунне Вячеслав Николаевичпа çав спектакль çинчен калаçрăмăр. Вăл та макăрнă иккен. Çав сăнарсем питĕ çывăх. Вĕсем шалта, чунра пурăнаççĕ. Прокопий Ефремовича выляни «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Арçынна сăнарланă чи лайăх роль» номинаципе çĕнтерме пулăшрĕ.
«Кая юлнă юрату» /Ф.Буляков/ пьеса тыткăнларĕ. Ăна хамах вырăсларан чăвашла куçартăм. Карчăк ролĕнче Венера Пайгильдинăна курнине хăйнех каларăм. Ку ĕçе иксĕмĕр хатĕрлеме пуçларăмăр. Çак спектакле кашни кун выляс килет. Унта сцена çинче макăрма юрать, анчах кайран лăпланма йывăр. «Йĕрес килет. Атя, çав спектакле вылятпăр», — тет хăш чухне ĕçтешĕм. Сцена çинче чуна уçатпăр. Унран пысăкрах киленÿ пур-ши пурнăçра?» — чун йăпанăçĕн вăрттăнлăхне уçрĕ Василий Павлов.
Хирĕçле икĕ вăй
Тĕрлĕ конкурсра «Виç кĕтеслĕ юрату» /Г.Челпир/ хальхи трагедие пысăк хак пачĕç. Ачасен тата Çамрăксен наци театрĕсен регионсен хушшинчи «Юмах палитри» фестивалĕнче Аниççене вылянăшăн Наталья Ахмед «Хĕрарăма сăнарланă чи лайăх роль» номинацире мала тухрĕ.
«Ку сăнара малтан манăн вылямалла пулман. Роль мĕнле майпа мана лекнине ăнланса юлаймарăм. Чăваш драматургĕсен лабораторийĕнче вуласанах килĕшнĕччĕ ку хайлав. Эпĕ мистика пулăмĕсене килĕштеретĕп. Вĕсем манăн пурнăçпа çыхăнса пыраççĕ. Ун чухне урăх сăнара килĕштертĕм. Аниççе ролĕнче çирĕплетни хăратрĕ те. Ĕçлеме пуçласан йăлтах хăйĕн вырăнне ларчĕ. Сцена çинче Турă хăвачĕпе шуйттан витĕмне кăтартмасан пурнăçра та ыррипе усаллине уй-ăрса илеймĕпĕр.
Маншăн, театрта ĕçлекеншĕн, ку роле калăплани питĕ пысăк шкул пулчĕ. Ку роль анлă калăпăшлă. Çапах çын мĕншĕн шуйттан патнелле туртăнать? Мĕне пула тăвать вăл çав утăма? Эпĕ ыйтусен хуравне шыранă май хамăн сăнара хÿтĕлеме тăрăшрăм», — юратнă рольсенчен пĕрин тавра калаçтартăм артисткăна.
Наталья Ахмед режиссер «Елка и Белка» /А.Кружнов/, «Один дома» /И.Широбокова/ ĕçсене сцена çине кăларчĕ. Халĕ «Маленький принц» /Антуан де Сент-Экзюпери/ хайлава куракан патне çитересшĕн.
Унашкал ара хальччен выляман
Николай Тарасов вылякан Васька Пепел — Максим Горькин «На дне» пьесинче тĕп сăнарсенчен пĕри. Ку ĕçе ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕрремĕш хут курма, хак пама май пулĕ.
«Кашни роль хăйне евĕрлĕ. Çакна чунпа, ăс-тăнпа йышăнсан тин сăнар пиçсе çитет. «На дне» спектакль çинчен калас тăк, унашкал ара хальччен выляман. Васька Пепел — урамра вăрласа ÿснĕ çын. Йĕри-таврари лару-тăру унăн кăмăлне хытарнă. Ку мана хирĕçлерех сăнар, çавăнпа унпа ĕçлеме интреслĕрех.
Максим Горькин хăйне уйрăм чĕлхепе çырнине те асăнса хăвармалла. Сăнар 3 сăмах калать те артистăн хăйĕн шалтан тепĕр 10 сăмах чухлĕ хушса кăтартмалла. Вылякан хăй çав шухăша ăнланмасан-палăртмасан куракана витерме çук. Артистшăн хăйне тĕрĕслени, çĕннине шырани кăсăклă», — палăртать вăл. Малалла вулас...
Комментировать