- Чăвашла верси
- Русская версия
«Усал шыçăпа çине тăрса крешмелле»
2018 çула Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе республикăра мĕн тума палăртаççĕ-ха? Çакăн çинчен асăннă министерствăн штатра тăман тĕп онкологĕпе, Республикăри онкологи клиника больницин уйрăм пуçлăхĕпе, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕпе Сергей АГАФОНКИНПА калаçрăмăр.
— Сергей Александрович, республикăра рак ыйтăвĕ тĕлĕшпе тимлĕхе вăйлатасси мĕнпе çыхăннă?
— 2018 çулта онкологи чирĕсемпе кĕрешесси мĕн пур Раççейшĕн тĕп ыйту пулса тăрĕ. Кун пирки çулталăк пуçламăшĕнчех Раççей Сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова каланăччĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин та Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче онкологи ыйтăвне çивĕч хускатрĕ. Медицина çак енĕпе ĕçе вăйлатма укçа-тенкĕ ытларах уйăрасса шантарчĕ вăл. Ракпа аптăракансене эмелсемпе тивĕçтересси те, медицина пулăшăвне çÿллĕ шайри технологи çинче никĕсленнĕ оборудованипе пуянлатасси те лайăхрах шая çĕкленĕ. Президент онкоцентрсене çĕнетес пирки те каланăччĕ. Усал шыçăсен тĕлĕшпе диагностика ĕçне иртерех ирттерни, сиплев витĕмне ÿстерни пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке лайăхлатмаллах.
— Пирĕн республикăра усал шыçăпа çыхăннă лару-тăру еплерех? Вилекен йышлă-и?
— Чăн та, юлашки çулсенче кунашкал амакпа хĕн куракан нумайланни палăрать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн прогнозĕ тăрăх 2030 çул тĕлне онкологи чирĕ 21,7 миллион çынна «çыпăçĕ» /2012 çулта кăтарту 14,1 миллион çынпа танлашнă/. Хальхи вăхăтра тĕнчере çул-серен чирпе аптăракансен шучĕ 1,6-2 процент ÿсет. Чăваш Енре ку кăтарту 1,6 процентпа танлашать. 2017 çулта усал шыçăпа аптăракансен йышĕ 7,9 процент пысăкланнă. Статистика кăтартăвĕ тăрук пысăкланни, чăн та, онкологи чирне тупса палăртас ĕçе самай вăйлатнипе те çыхăннă. 2013- 2017 çулсенче рак чир-чĕрне, çав шутра — пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăртисене — тупса палăртасси 4 процент ÿснĕ. Тин пулса кайнă усал витĕмлĕ шыçăсене /ЗНО/ асăрхасси вара юлашки çулсенче икĕ хут ÿснĕ.
Пĕлтĕр вилнисен йышĕнче онкологи чирне пула пурнăçран уйрăлнисем — 12,1 процент. Усал шыçă 1822 çын пурнăçне татнă. Малалла вулас...
Комментировать