Тĕп ыйту – çур аки тата тирпей-илем

13 Апр, 2018

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе курав конференцийĕн мелĕпе канашлу ирттерчĕ. Чи малтанах пухăннисене республикăри Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ Вениамин Петров республикăри юханшывсенчи çурхи лару-тăрупа паллаштарчĕ.

Унтан калаçу çывхарса килекен çурхи уй-хир ĕçĕсем çине куçрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Ял хуçалăх техникин юсавлăхне пăхса тăракан патшалăх инспекцийĕн начальникĕн заместителĕ Евгений Еландаев республикăри хуçалăхсенче ответлă тапхăра мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕç.

Иккĕмĕш ыйту – вырăнти пĕлтерĕшлĕ, пурте усă куракан автомобиль çулĕсене юсаса-çĕнетсе тăрасси. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов 2018 çулта хăтлă та пахалăхлă çулсене тăвас, юсас тата çĕнетсе тăрас ыйтусене хускатрĕ.

Юр кайса пĕтнĕ май пĕтĕм тасамарлăх çиеле тухать. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе экологи субботникĕсем ирттересси паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикăн çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов тасату-тирпейлÿ ĕçĕсене вырăнта мĕнле ирттермеллипе паллаштарчĕ.

Муниципалитет округĕсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен чылайăшĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене, çул-йĕр ĕçĕсене тата экологи субботникĕсене ирттермешкĕн мĕнле хатĕрленнине пĕлтерчĕ.

Рубрика: 

Комментировать