- Чăвашла верси
- Русская версия
Класри пĕртен-пĕр каратистка
Лера Петрова Красноармейски районĕнчи Трак шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренет. Ун пек ачасемпе шкул пурнăçĕ кăсăклăрах. Урокра вара тантăшĕсем те ăна кура хастар пулма тăрăшаççĕ, тĕслĕх илеççĕ.
«4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенскер кĕнеке тытса кăна лармасть, шкул чысне спорт ăмăртăвĕсенче хÿтĕлет. Лера каратэ енĕпе кĕрешме ăста. 3-мĕш класранпах ăсталăхне туптать. Нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ чемпионатра хĕр ача иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Тутарстанри Зеленодольскран пынă кĕрешÿçе парăнтарнă-ха вăл, анчах Çĕнĕ Шупашкар хĕр ачине çĕнеймен. Апла пулин те иккĕмĕш вырăнпа çеç чарăнасшăн мар, ытти ăмăртура çĕнтермех тĕллев лартнă.
— Пĕрремĕш хут кĕрешнĕ чухне, паллах, çăмăл марччĕ, — аса илчĕ Лера. — Шикленÿ туйăмĕ те вăйлăччĕ. Анчах эпĕ хамăн вăя шантăм, манăн мала тухас килчĕ.
Пиллĕкмĕш класран пĕртен-пĕр Лера каратэ секцине çÿрет. Мĕншĕн шăпах спортăн çак тĕсне суйласа илнĕ- ши вăл? Тĕлĕнмелле пулин те, шăллĕ хыççăн каяс тенĕ! Малтанлăха пĕрре- иккĕ çеç çÿресе пăхнă, унтан чун туртăмне туйнă та çавăнтах çырăннă.
Кашни ăмăртăва хутшăнни уншăн — пĕрер çитĕнÿ. Пуçларăн пулсан малалла ĕçлемелле, кĕрешмелле, çĕнтермелле. Пĕрремĕш турта çĕнтерсен иккĕмĕшĕнче те мала тухас килнине па-лăртрĕ хĕр ача. Санпа кĕрешекен темĕнле вăйлă пулсан та парăнмалла мар.
— Каратэ мелĕпе кĕрешме пĕлекен хĕр ача нимĕнле вăрă-хурах тапăнасран та хăрамĕ, мĕншĕн тесен вăл хăйне те, тепĕр çынна та хÿтĕлеме пултарать, — терĕ спортпа туслăскер.
Вăл яланах вăйсăррине хĕрхенет, ун йышшисене кÿрентерекене хăвăртах ăс кĕртме пултарать. Урокра шавласа ларакансене те тимлĕхсĕр хăвармасть. Пĕррехинче вĕрентекен класран тухсан пĕр арçын ача ытти хĕр ачана выля- выля вăрçтарма пикеннĕ. Лера ун патне пынă та шăп ларма ыйтнă — лешĕ итленĕ, каратистка шÿтлемет-çке.
Сăмах май, Лера Петровăна кăçал класс старости пулма суйланă. Тантăшĕсем хисеплеççĕ ăна, хастарскер пур çĕрте те малта пулма тăрăшать.
— Старостăсем валли питĕ лайăх мероприятисем ирттереççĕ. Пирĕн час- часах мĕнле те пулин презентаци хатĕрлемелле. Мана ку кăсăклантарать çеç. Хамăн класс çинчен презентаци хатĕрлесе эпĕ шкулта иккĕмĕш вырăн йышăнтăм, — каласа пачĕ хĕр ача.
Лерăн ашшĕ те спортпа туслă: кире пуканĕ йăтассипе ăмăртусене хутшăнать. Волейболла выляса вăл командăпа иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Хĕр ача каратэпе çеç çырлахмасть, пионерболла ăста вылять. Унсăр пуçне вăл ташă тата ÿнер кружокĕсене çÿрет. Шкулта спектакль лартас пулсан каллех Лерăсăр май çук — ăна тĕп роль çакланать. Кĕнекепе туслă вăл: чăвашла та, вырăсла та вулама юратать. Малалла вулас...
Комментировать