Кĕтмен çĕртен «атте» тени куççуль кăларттарнă

12 Апр, 2018

Тин çеç çуралнă ывăлне алла тытса хăй çумне пăчăртасан Римма Филипповăн пичĕ тăрăх телей куççулĕ шăпăртатнă. Çак саманта çур пурнăç кĕтнĕ вăл. 16 çул...

Пепкепе пĕрле — шыçă

Туй кĕрекинче Риммăпа Николая тăван-пĕтенĕпе çывăх çыннисем çурт тулли ача-пăчаллă пулма суннă. Анчах çамрăк çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килме васкаман. Çулталăк иртнĕ, иккĕ, пиллĕк... 23-ре кин ятне илтнĕ çамрăк арăм çутă ĕмĕчĕ пурнăçланайманнишĕн мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши, кĕлĕ вуламан-ши? Ăçта кăна çитмен-ши? Больницăна ĕçе çÿренĕ пек сукмак такăрлатнă, мăшăрĕпе иккĕшĕ темиçешер хут тĕрĕсленнĕ. Тухтăрсем çие юлманни пирки нимех те калайман: малтан — пĕр тĕрлĕ, кайран тепĕр сăлтав шыраса тупнă. Çапах çамрăк мăшăр хуçăлман, килĕнче ача сасси янăрасса чунтан ĕненнĕ, шанăçа çухатман. Çичĕ çул пĕрле пурăннă хыççăн Фи-липповсем юлашки шанчăкпа тĕшмĕше тĕшмĕртекен карчăк патне çул тытнă. Сăмах вăйĕн асамĕ çамрăк мăшăрăн ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнă. Римма кăкăр айĕнче çĕнĕ чун тĕвĕленнине пĕлсен телейне ыттисене кăтартма та хăранă, куç ÿкесрен шикленнĕ. Тухтăрсем ăна варта йĕкĕреш çитĕнни пирки каласан пушшех хĕпĕртенĕ. Анчах шурă халатлисем йăнăшнă.
Римма Филиппова ун чухне ĕне ферминче вăй хунă. Декрета кайма вăхăт çитсен те ĕçе пăрахман вăл. Çăмăлланма палăртнă кунччен икĕ эрне маларах хĕрарăм вăкăр сутма кайнă. Анчах кутăн выльăха итлеттерейĕн-и? Вăйлăскер вĕренрен вĕçерĕнме тăрăшса чупнă, ача кĕтекен Риммăна сĕтĕрсе кайнă... Çав кунах аптăраса ÿкнĕскере больницăна ăсатнă. Унта çакă паллă пулнă: варта ачапа пĕрле унăн пуçĕ пысăкăш шыçă çитĕннĕ. Вăл пепкепе пĕрлех ÿснĕрен тухтăрсем ăна ача тесе шухăшланă. Филипповсен ывăлĕ çут тĕнчене килсен ăна тÿрех операци тума Шупашкара ăсатнă. Амăшĕ Йĕпреçрех юлнă. Пилĕк кунран ăна усал хыпар ураран ÿкернĕ: пĕчĕк Саша вилнĕ. Çемьери савăнăç пысăк хуйха çаврăннă. Вăхăт сиплет теççĕ те, анчах Филипповсем Саша пирки кашни минутра шухăшланă, тепĕр ачана кун çути парнелес çутă шанчăкпа малалла пурăннă. Хĕрарăмăн темиçе те çие юлнă, анчах кашнинчех икĕ-виçĕ эрнерен хырăм ÿкнĕ. Тăхăр çултан тинех Риммăпа Николай алла ача тытма пултарнă. Дима ашшĕ-амăшĕшĕн ылтăн чăмаккинчен те хаклăрах пулнине калама та кирлĕ мар-тăр. Халĕ ывăлĕ 9-мĕш класра вĕренет, футбол тесен чунне пама хатĕр. Спортпа туслă çитĕнекенскер Йĕпреçри спорт комплексне секцине çул такăрлатать.

Пĕр хĕрача вырăнне — иккĕ

«Эпĕ тăватă пиччепе тата пĕр шăллăмпа çитĕнтĕм. Çемьере пĕр хĕр кăначчĕ. Пирĕн йыш хушăнсан çулталăкран мăшăрăмпа хĕрача усрава илме тĕв тытрăмăр. Хама пулăшакан пу-лать терĕм. Темиçе интерната та çитрĕм, хамăн телефон номерне хăвартăм. Пирĕн пĕчĕкреххине илсе ăна хамăрăн воспитани парса çитĕнтерес килчĕ. Пĕр кунхине Улатăрти ача çуртĕнчен шăнкăравларĕç. «Кунта сирĕн валли пĕр хĕрача пур», — терĕç», — каласа кăтартрĕ çур ĕмĕр хыçа хăварнă Римма Алексеевна. Мăшăрĕпе çав кунхинех çула тухнă. Вырăна çитсен иккĕмĕш хута хăпарнă хĕрарăм палас çинче хĕвĕшекен ачасене курсан çухалсах кайнă. Ушкăнпа хутшăнман, трельяж умĕнче вăтанчăклăн кĕпе аркине пĕтĕрсе тăракан хĕр пĕрчине курсан Римма тÿрех туйса илнĕ: «Ку — пирĕн!» Настьăна çавăтса пĕрремĕш хута аннă. Унта вара кĕçĕнреххисем вылянă. Настьăн йăмăкĕ те вĕсен хушшинче упаленнĕ. Ăна курсан хĕрарăм тĕлĕннине пытарман, туллискер, пит-куçне «зеленкăпа» сăрланăскер куçран чăрлаттарса тинкернĕ. Ача çуртĕнчи ĕçченсем Настьăна темиçе çемье те усрава илес кăмăл пуррине, анчах йăмăкне курсанах вăл улшăннине пĕлтернĕ. Пĕчĕкскере пуç чирĕнчен операци тунă-мĕн. «Иккĕшне те илсе каятăп», — çирĕппĕн пĕлтернĕ Римма. Документсемпе çыхăннă ĕçсене вĕçлесенех вăл пасара çул тытнă, хĕр пĕрчисем валли мăн сумка кĕпе-йĕм туяннă.
Настьăпа Ксюшăн çĕнĕ пурнăçĕ Йĕпреç районĕнчи Пăкăянра пуçланнă. Çемйипе ача çуртĕнчен çула тухсан машина чăхăмланă вăхăтра хĕрачасем çерем çинче выляма пикеннĕ. Икĕ çулти Настя вара чечек пуçтарнă. Ун хыççăн аслисем патне пынă та: «Атте, ме, тыт!» — тесе чечеке Николай Дмитриевича тыттарнă. Ку кĕтмен çĕртен пулнăран арçын çухалса кайнă, савăннипе куçĕ те шывланнă. Настя тÿрех вĕсене тăван ашшĕ- амăшĕ пек йышăннă, «анне-атте» тесе чĕннĕ. Хĕр пĕрчисем çĕнĕ çемьене çĕртмен 22-мĕшĕнче килнĕ. 25-мĕшĕнче вара вĕсен амăшĕ çуралнă кунне паллă тунă. «Настьăпа Ксюша уяв умĕнхи чи пысăк парне пулчĕ. Çуралнă куна паллă тумашкăн тăвансене, кÿршĕсене пуçтартăмăр. Пурте хĕр пĕрчисене курасшăнччĕ. Хĕрачасем сĕтел çинче мĕн пуррине хыпаланса çăварне тултарнине асăрхасан пĕчĕкскерсене шеллерĕм. Ача çуртĕнче çителĕклĕ апатланайман ĕнтĕ вĕсем. Дима вара çак вăхăтра пĕр кĕтесре тута тăсса ларчĕ. Каярахпа ачасем пĕр-пĕринпе уйрăлми туслашрĕç. Ун чухне кивĕ пÿртре пурăнаттăмăр, шăпăрлансем чун каниччен алхасатчĕç. Çурта кутăн çавăрса хуманни кăначчĕ. Кăмакаран кĕл кăларасси вĕсен юратнă вăййиччĕ. Ăна урай тăршшĕпе тăкатчĕç те вылямалли машинăна ун тăрăх çÿрететчĕç. Кайран обой çурма тытăнчĕç. Ксюша вара чÿрече каррисене хачăпа касма юрататчĕ. Тĕлĕнмелле те, анчах çулталăкран çĕнĕ пÿрте куçсан вĕсем ун пек алхасмарĕç», — аса илчĕ тĕпренчĕкĕсен ачалăхне хĕрарăм. Вĕсемпе малтанах больницăна чылай çÿреме тивнĕ. Тухтăрсем Ксюша та аван аталаннине палăртнă. Настя каланă чи пĕрремĕш предложение те ас тăвать Римма Алексеевна. Ун чухне кил хуçи тытса килнĕ пулла ăшаланă. Çакна курнă Настя: «Аттепе анне мĕн çиеççĕ?» — тесе ыйтнă. Виçĕ çулта чĕлхи уçăлнăскер унччен уйрăм сăмахсем кăна калайнă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.