Байконур тĕлĕкре курăнать

11 Апр, 2018

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне Çĕр чăмăрĕнчен этемлĕх историйĕнче пуçласа космос карапне вĕçтерсе хăпартнă.
Унăн штурвалĕ умĕнче Юрий Гагарин пулнă. 5-мĕш полигонта «Восток-1» карап 9 сехет те 7 минутра тапранса сывлăша çĕкленнĕ. Гагарин Çĕр тавра пĕр хутчен çаврăнса 10 сехет те 55 минутра Саратов облаçĕнчи Смеловка ялĕ çывăхĕнче анса ларнă, космос карапĕсен çулне пĕрремĕш хывнă. Эпĕ уяв умĕн тĕл пулса калаçнă Алексей Албутов 1961 çулта Байконурта пулман. Вăл — çав космодромпа хăйсен пурнăçне çыхăнтарнă çынсенчен пĕри, республикăн Космонавтика ветеранĕсен союзĕн председателĕ.
Алексей Яковлевич, эсир Байконурта Совет Çарĕн хĕсметĕнче чыслă тивĕçе пурнăçланине нумайăшĕ пĕлет. 1960 çулсенче салтака кайма ят тухнисем унта лекесси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман. Байконур ăçта вырнаçнине çĕршывра темиçе çĕр çын çеç пĕлнĕ. Çав телее эсир мĕнле тивĕçрĕр?
— Эпĕ, 1946 çулта Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăмĕнче çуралнăскер, космонавтикăпа шкулта вĕреннĕ çулсенчех кăсăкланнă. Хаçат-журналтан унпа çыхăннă материалсене пуçтарнă. Тĕнче уçлăхне караппа вĕçсе хăпарас, Байконурта пулса курас килетчĕ. Ĕмĕтĕм 1966 çулта çитрĕ: ят тухнисене чаçсене ăсатакан Канашри пунктран мана ытти ачапа пĕрле Казахстанри Звездоград çумĕнчи Байконурти 12471-Е çар чаçне илсе çитерчĕç. Юрий Гагарин шăпах çак космодромран уçлăха çĕкленнине пĕлсен питĕ савăнтăм.
Байконура 1955 çулта тума пуçланă, Гагарина космоса вĕçтерсе яриччен унта тĕрлĕ тĕллевлĕ объект нумай хăпартнă. Сире ăçта вырнаçтарчĕç?
— 113-мĕш площадкăна, тутарсене — пĕрремĕш, ирçе-çармăса — иккĕмĕш, чăвашсене — виççĕмĕш, çармăссене тăваттăмĕш батарейăна. Чăн та, манăн хĕсмете мордвасемпе ирттерме тиврĕ. Батарея командирĕ мана, Çĕрпÿри совхоз-техникума пĕтернĕскере, малтан писарь ĕçне пурнăçлама, 45 куна тăсăлнă карантин хыççăн АК автоматпа объектсене хураллама шанчĕç, маларах асăннă батарейăсен салтакĕсене командăсене пайларĕç. Пирĕн виççĕмĕшчĕ. Вăл Уйăх программине пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçленĕ 110-мĕш площадкăна шывпа, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерчĕ, объектсенчен хура шыва юхтарса кăларассине йĕркелерĕ. Орбита станцийĕсен «Протон-К» ракетисем — юнашар 95-мĕш площадкăран, Байконурăн хĕвел тухăç лаптăкĕнче — «Восток» тата «Союз» карапсем кĕрлесе хăпарса каятчĕç. Çурçĕр енчи площадкинче Уйăх çине вĕçтерсе яма палăртнă ракетăна пухмалли-сăнамалли корпусчĕ.
Пĕтĕм тĕнчерен вăрттăнлăхра тытнă объектсемпе паллашма май килчĕ-и?
— Паллах, космос карапĕсем вут-çулăм кăларса, кĕрлесе хăпарса каякан лаптăксем патне чун туртрĕ. Унта кунĕн-çĕрĕн ĕç пыратчĕ. Çар строителĕсем ракетăна тăратса лартмалли хатĕре хăпартатчĕç, монтажниксем оборудованипе автоматикăна вырнаçтаратчĕç, эпир, ракетчиксем, хамăр системăна тĕрĕслесе пăхса йышăнаттăмăр. Ракетăна вĕçтерсе ямалли вырăн 34 метр тарăнăшне кĕнĕ, аслати çапасран хÿтĕлекен хатĕр лаптăк çийĕпе 205 метра çĕкленнĕ. Çĕр айĕнче — инженери инфратытăмĕ, ракетăна çунтармалли материалпа тивĕçтермелли станци т. ыт. те. Пурин çинчен те каласа параймăп. Малалла вулас...

А.Албутов архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.