Чăваш робототехникĕсем — чи лайăххисем

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Хусанта «Робосабантуй — 2018» Атăлçи фестивалĕ иртнĕ. Конкурса 6-12 çулсенчи ачасем хутшăннă. Çамрăк Кулибинсем ăсталанă роботсем футболла вылянă, урайĕнче тĕрлĕ кÿлепе ÿкернĕ. Ачасем куракансене çĕнĕ проектсемпе паллаштарнă.

Чăваш Енĕн чысне «Кулибин» наукăпа техника пултарулăхĕн клубĕн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ. Сергей Мишин тренер патĕнче пĕлÿ пухакан Арсений Игнатьевпа Иван Серов «Перевозчик» ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă. Григорий Димитриев патĕнче хатĕрленекен Даниил Лось тата Максим Урж тăваттăмĕшне тивĕçнĕ.

Арçын ачасем малалла аталанаççĕ. Халь вĕсем Пĕтĕм Раççейри робототехника олимпиадин регионти тапхăрне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машиностроени факультетĕнче иртĕ.

Валентина ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.