- Чăвашла верси
- Русская версия
Пулас тухтăрсене… акăлчанла вĕрентет
«Медицинăра çак ĕçе чунпа парăннисем çеç ĕçлеççĕ», — тенине унчченех илтме тÿр килнĕччĕ. Елена Драндровăпа, Шупашкарти васкавлă медпулăшу больницинче тăрăшаканскерпе, паллашсан çак шухăш тепĕр хут çирĕпленчĕ. Акушер-гинекологра вăй хурать вăл. Çамрăк тухтăр ĕçлекен уйрăмра хĕрарăм ача çуратайманнин сăлтавĕсене тĕпчеççĕ, амăшĕ пулма хатĕрленекенсене малтанхи уйăхсенче тимлеççĕ. Пациентсемпе ĕçленĕ хушăрах Елена Геннадьевна студентсене вĕрентме май тупать. Унăн занятийĕсене ют çĕршывсенчен пирĕн республикăна вĕренме килнĕ, тухтăр специальноçне алла илме ĕмĕтленекен çамрăксем çÿреççĕ. Лекцисем вара вырăсла мар, акăлчанла иртеççĕ.
Пособи хатĕрлеççĕ, олимпиада ирттереççĕ
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче ют патшалăхран килнĕ чылай çамрăк вĕренет. Хĕвел тухăç çĕршывĕсенче тухтăр профессийĕ питĕ сумлă. Çамрăксем Раççейре аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çуралса ÿснĕ тăрăха ĕçлеме çул тытаççĕ. Асăннă университетра ют çĕршыв студенчĕсене чылай çул вырăсла вĕрентнĕ. Çавăнпа вĕсен малтан чĕлхене ăса хывмалла пулнă. Икĕ çул каялла аслă шкулта занятисене акăлчанла ирттерме тытăннă. Малтан преподавательсен суйлавĕ иртнĕ. Елена Геннадьевна кайса пăхма шухăшланă та… акăлчанла вĕрентме тытăннă. Медицина факультетĕнче ăс пухнă хушăрах вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра ют чĕлхесен учительне вĕреннĕ. Çакă ăна ĕçре пулăшасса шухăшлама та пултарайман пике.
Малтанах акăлчанла лекцисем вуласси çăмăлах пулман. Çак чĕлхе уншăн та, студентсемшĕн те тăван мар-çке-ха. Ют çĕршыв çамрăкĕсем пурте акăлчанла лайăх пуплеççĕ, анчах кашнин калаçăвĕ тĕрлĕрен. Акăлчан медицина чĕлхи хăйне евĕр пулнине те палăртмалла. Икĕ чĕлхери терминсем питĕ уйрăлса тăраççĕ. Студентсене анатоми енĕпе вĕрентмелли кĕнеке те сахал. Малалла вулас...
Комментировать