Чи пысăк пуянлăх

1 Мар, 2018

Чăваш халăхĕн культурине, чĕлхине упрама ачаран хăнăхмалла. Çавăнпа та ача сачĕн ĕçченĕсен нумай тăрăшмалла. Йăла-йĕркене вĕрентессинче те воспитательсен тÿпи пысăк.

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче тĕнчере Тăван чĕлхе кунне паллă турĕç. 78-мĕш ача садне çÿрекен шăпăрлансем Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн студенчĕсемпе пĕрле çак куна уявларĕç.

«Эпир паян юратнă тăван чĕлхепе калаçăпăр», — пуçларĕ уява Ирина Велкова практикантка.

Халăхăн чи пысăк пуянлăхĕ — унăн чĕлхи. Чĕлхе ăнсăртран çуралман. Вăл — халăх аталанăвĕн палли.

Студенткăсем музыка ертÿçин пулăшăвĕпе чăн-чăн уяв хатĕрлерĕç. «Тăван чĕлхе» пĕлтерĕшĕпе ачасене тĕплĕн паллаштарчĕç.

Шкул çулне çитмен ачасем Чăваш Ен çинчен сăвă вуларĕç, чăвашла юрă шăрантарчĕç, халăх ташши ташларĕç. Мероприятире вĕсем чăвашсен тата вырăссен паллă çыравçисем пирки пĕлчĕç.

Ача сачĕн заведующийĕ Татьяна Хованская ачасене тăван чĕлхене вĕрентсе ÿстермеллине палăртрĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.