Тапанар пуласлăхĕ пур

15 Мая, 2014

Тăван ял историне тĕпчемешкĕн Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасра пурăнакан юратнă кукамай, Любовь Вениаминовна Трофимова патне çул тытрăм. "Вăл Тапанар мĕнле пуçланнине ăçтан пĕлет-ха?" – çак ыйту канăçсăрлантарчĕ мана. Ăна Тапанар ялĕнче çуралнă Алевтина Егоровна Емельянова каласа кăтартнă иккен.

Тăван ялăм Тапанар (Çĕрпÿ ра-йонĕ) питĕ илемлĕ вырăнта, сăрт çинче вырнаçнă. Юнашарах Пушанар шывĕ юхса иртет. Ара, ял ячĕ те питĕ илемлĕ-çке. Тĕпчевçĕсем Тапанар çын ятĕнчен пулманнине ăнлантараççĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсен ун пек авалхи ят пулман. Хальхи вăхăтра –анар, –нар формăпа вĕçленекен сăмахсем, ял ячĕсем Мари Республикинче чылай. Эппин, ун йышшисем кÿршĕ регионсене те сарăлнă пулмалла. Пĕрисем -анар, -нар сыпăксем энгер (çырма) мари сăмахĕн-чен кĕскелсе пулнине, теприсем -нар сыпăк чăваш чĕлхине çывăх пулнине палăртаççĕ. Авалхи чăваш чĕлхинче çырма пĕлтерĕшлĕ энер(энкер) сăмах пулнă имĕш, вăл чăвашран мари чĕлхине куçнă иккен. Чăнах та, мари çыннисем энкер (çырма) сăмахпа халĕ те усă кураççĕ. Мари чĕлхипе хурăнташлă ытти чĕлхесенче энкер сăмах çук. Ял ячĕ икĕ сăмахран пуçланса кайни паллă ĕнтĕ: тапаÇнар. Интересленсех алла Ашмарин словарьне тытрăм. Акă мĕн ăнлантарнă унта: тапă – разлив, вода из пруда нижней мельницы, водопой скота. Унсăр пуçне тепĕр ăнлантару пур, автор палăртнă тăрăх тапă вăл – название ярмарки, которая бывает каждое воскресенье после Пасхи и Троицы в лесу на поляне.

Кукамай каланă тăрăх, ял ячĕ шывпа çыхăннă. Чăн та, пĕрремĕш палăрту пирĕн ялшăн çывăхрах. Ял пуçĕнче, Пушанарка юхан шыв хĕрринче, паянхи кунччен выльăхсене шăвармалли вырăн (тапăр) пур. Ваттисем каланă тăрăх, кунта ĕлĕк-авал çынсем выльăхсене ĕçтерме аннă.

Тапанар миçемĕш ĕмĕрте йĕркеленсе кайнине никам та татăклăн калаймасть. Çакна çирĕплетекен пĕр документ та çук. Тапанар ялĕ çинчен К. В. Элле архивĕнче асăннă, унта XIX ĕмĕрте ялпа тачă çыхăннă топонимика паллисене шыраса тупрăм: Пушанар шывĕ, Пушанар вăрманĕ, Пуп çулĕ, Етĕрне çулĕ, Пракух арманĕ, Якушка çырми, Тип тунката çырми, Хырлă вар, Тÿшек лупашки, Чашлама çăлĕ, Киремет сăрчĕ, Çарăк вырăнĕ, Тутар-монголсен çăви, Тĕне кĕмен чăвашсен çăви, Выльăх çăви, Купăста вырăнĕ, Çемен вырăнĕ, Курти ани, Шĕшкĕлĕх, Çĕмĕртлĕх, Кольцов çĕрĕ, Урапа каççи, Урапа çулĕ, Хветура арманĕ, Тапанар çĕрĕсем. Ялĕ пысăках мар пулнăран-ши е урăх сăлтава пула, Тапанар тăрăхĕ топонимсемпе пуян мар.

Ялăн кăнтăр енче тарăн çырма пур, çырма леш енче – Кăтак ялĕ. Çак çырмана халăхра Якушка çырми теççĕ. Ĕлĕк-авал çак çырмари çăлсене Якушка ятлă çын тасатса тăнă, çапла вара çăлĕсем те, çырми те халăх асĕнче Якушка ятпа упранса юлнă. 1930-мĕш çулсенче çак çырмари шыва пĕвеленĕ, çăлсем вара шыв айне пулса юлнă.

Тапанар ялĕнчен çур çухрăмра, хĕвел тухăç енче, Хырлă вар пур. Ĕлĕк ял çыннисем кунта утă çулма çÿренĕ, шăрăхсенче хыр йывăççи айне канма ларнă. Хальхи вăхăтра кунта хырсем ÿсмеççĕ, анчах та ячĕ çаплах сыхланса юлнă.

Ял çумĕнче тепĕр лапам пур. Тÿшек лупашки теççĕ ăна ватăсем. Мĕншĕн çапла-ши? Ку лупашка лаптăкĕ тÿшек пысăкăш пулнăран иккен.

Ялпа юнашар, Пушанар шывĕ хĕрринче, Пушанар вăрманĕ вырнаçнă. Ăна тарăн çырма икке пайланнăран ку вырăна Сăмсалăх теççĕ. Вăрманăн кăнтăр пайĕнче ĕлĕк шĕшкĕ йывăççи нумайран Шĕшкĕлĕх, çурçĕр енче çĕмĕрт йышлă пулнăран Çĕмĕртлĕх тенĕ çак вырăнсене.

Тапанарсен тепĕр паллă вырăн пур. Ку – Чашлама çăл куçĕ. Çак çăл Пушанар вăрманĕ çумĕнчи пĕр пĕчĕк çырмара тапса тăрать. Ял халăхĕ авалтанпах шыв ăсма çак çăл куç патне çÿренĕ. Халĕ çынсем çăл куç патĕнчен пăрăх хурса Чашлама шыв çулне ял çумне çывхартнă.

Ялтан пĕр-икĕ çухрăмра, аслă çул урлă, сăрт çамки курăнать. Ăна Киремет сăрчĕ тенĕ. Ĕлĕкех Тапанарсем çак сăртри вăрмана тĕрлĕ чÿк ирттерме çÿ-ренĕ. Сăрт айлăмĕнчи çĕрсем Кольцов хуçан пулнă имĕш. Çак айлăмра Урпаш тата Пушанар шывĕсем пĕрлешеççĕ. Темиçе ĕмĕр каялла кунта Хветура ятлă хĕрарăмăн арман пулнине те çирĕп-летеççĕ.

Икĕ шыв пĕрлешнĕ вырăнта – лапам. Çак çĕр çинче халăх çарăк ÿстернĕрен ăна Çарăк вырăнĕ тенĕ. Çарăк вырăнĕн-чен инçех мар тутар-монголсен çăви пулнине калаççĕ. Кунта аслă çул тума пуçласан çын шăмми чылай тупнă-мĕн. Çак вырăнта çине-çине пулакан автоаварисене çул масар витĕр урлă вырт-нипе çыхăнтараççĕ. Мăн асаттесемпе асаннесен масарĕ Тапанар ялĕпе Кăтак ялĕ хушшинче пулнă. Унта тĕне кĕмен чăвашсене пытарнă. Хальхи вăхăтра кунта çăва палли çук.

Манăн шутпа, ялăн пуласлăхĕ пур. Паянхи кун Тапанар çĕнелсе те çĕнелсе пырать. Кил хуçалăхсем те çитмĕлтен иртрĕç. Çамрăксем те çемье çавăрса ялтах тĕпленеççĕ. Кунта пурăнмалли пур услови те çителĕклĕ. Ял халăхĕ çырма урлă вырнаçнă Кăтак ялне лавккана, клуба çÿрет. Шкул ачисене Вăрманкас шкулне автобус турттарать. Çĕрпÿ хули те инçех мар. Вăй питти ар çынсемпе хĕрарăмсем тăван хуçалăх арканнăран Çĕрпÿ хулине, Шупашкара ĕçлеме çÿ-реççĕ. Ялта уçă сывлăш пулнине кирек кам та пĕлет ĕнтĕ. Хула çыннисем те яла туртăнаççĕ. Çавна пула Тапанарта çуллахи çурт (дача) чылай. Ялта пурнăç кĕрлесе тăрать. Тапанарăн малашлăхĕ апла пулсан пурах.

Анастасия ИВАНОВА,

8 "а" класс.

Шупашкар,

49-мĕш шкул.

Ертÿçи: Татьяна Владимировна

ИВАНОВА,

чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.