- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тăхтав вăхăтĕнче»
«Тантăш» тусĕсем, пирĕн юратнă шкул ачисем. Эсир вĕренекен пĕлÿ çуртĕнче тăх¬тавра кăсăклă самант нумай пулать. Шкул мыскари — чи кулăшли. Эпир те шкул ачи пулнă — пĕлетпĕр. Çакăн йышши саманта сăн ÿкернисем кашнинех пур-тăр. Çавна май эпир «Тăхтав вăхăтĕнче» фотоконкурс йĕркелеме шухăшларăмăр. Сăн ÿкерчĕкре «Контактра» социаллă сете «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна е редакцин электрон почтине tantas@list.ru адреспа ярса памалла. Çырура сăн ÿкерчĕке сăнлама, сăнарсемпе паллаштарма ан манăр.
Конкурс çĕнтерÿçине çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр. Ăна эсир, хаклă вулаканăмăрсем, суйлама пултаратăр. «Контактра» соцсетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна кĕрсе килĕшекен сăн ÿкерчĕкшĕн «лайк» лартмалла. Туссем, эсир конкурса хастар хутшăнасса шанатпăр!
«Автобус путнă»
Юр вĕçтерет — куçа уçма та çук. Пурте автобус тĕкме тухнă. Ара, çак çанталăка пула вăл путса ларнă-çке.
«Айтăр, вулама!»
«Тантăш» хаçатăн çĕнĕ номерĕ тухнă. 1-мĕш кабинетра вĕрентекен сĕтелĕ çинче выртать. Айтăр, ачасем, чупар, вулама кая юлар мар.
Комментировать