Йывăрлăхсем витĕр, пысăк ĕмĕтпе

22 Фев, 2018

Пирĕн аттепе анне ÿсĕмĕнчи çынсене «вăрçă ачисем» теççĕ. Ун пеккисем — çĕршывĕпех. Ватăлчĕç ĕнтĕ çывăх çыннăмăрсем, тантăшĕсем сахаллансах пыраççĕ. Анне те питех тухса çÿремест. Çавăнпа та тус-пĕлĕшĕпе телефонпа калаçса йăпанать.

Пĕррехинче çапла такампа чылай вăхăт калаçнă май аса илÿ авăрне путрĕ те пурнăçĕнчи хăш-пĕр самант çинчен каласа памашкăн тытăнчĕ.
— Пирĕн ачалăх хаяр вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Çамрăклăх ун хыççăнхи йывăр вăхăтпа пĕр килчĕ. Чылайăшĕн ашшĕсем çапăçу хирĕнчен таврăнаймарĕç. Киле таврăннисем — сусăрсем, вĕсен аллин-чен туя каймарĕ.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан виçĕ çухрăмри Йăнтăрч ялне виçĕ çул утрăмăр. Çичĕ çул вĕренмелли шкулпа сыв пуллашсан вăтам пĕлÿ илес ĕмĕт пысăкчĕ. Тăвай ялне каяс — вунă çухрăм утмалла, Вăрмар районĕнчи Шăхале те çавăн чухлех. Шăхальте хваттер укçи йÿнĕрех пуласса пĕлсе /хĕллехи сивĕ кунсенче унтах юлма тивет-çке/ çавăнта кайрăмăр. Çĕнĕ Шулхан, Мăн Çырма, Çĕнĕ Вĕренер, Тикаш, Хĕрлĕ Çыр, Тушкил, Сăхăтпуç, Йăнтăрч, Тенеяль ачисем пĕрле вĕренме тытăнтăмăр. Туслă ушкăнра пĕр ĕмĕтпе пурăннăран вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ...
Шкул сакки çинчен тăрсан пĕр класри тусĕсем тĕрлĕ çĕре сапаланни, йывăрлăхсем витĕр тухса кам мĕнле çитĕнÿ туни çинчен вăрах каласа ларчĕ аннем. Тантăшĕсен аслă шкулта вĕренекен пиччĕшĕ-аппăшĕ хăйсемшĕн тĕслĕх пулнине, чылайăшĕ вĕсем пекех студент сукмакĕ çине тăма ăнтăлнине аса илчĕ.
— Михаил Тимушкинăн аппăшĕ Валентина Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренетчĕ. Тикаш хĕрĕ, хăйсен ялĕнчи темиçе çамрăк пекех, тăван тăрăхран тĕп хулана каймассерен Вăрмар станцине çурăмĕ хыçне апат-çимĕç тултарнă кутамкка çакса 20 çухрăм çуран утнă. Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: колхозра ырми-канми ĕçленĕ эпир пурте. Çĕр ĕçĕнчен ывăнмалла пек ĕнтĕ. Валя вара агроном пулас ĕмĕтпе малалла вĕренме кайнă-çке! Çĕр ачине çĕр туртатех пулĕ çав... — анне каласа кăтартнине тимлĕн малалла итлетĕп. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.