- Чăвашла верси
- Русская версия
АПАТА СУЙЛАСА ÇИМЕЛЛЕ
Подагрăпа чирлисен кăшкар ути йÿçекĕ тата тăвар нумай апат-çимĕçе рационран кăлармалла, белок, çу, углевод виçине чакармалла. Сĕт, шыв ытларах ĕçмелле, пахча çимĕç çимелле.
Мĕн юрать
- Çăкăр-булка: 1 тата 2 сорт çăнăхран пĕçернĕ тулăпа ыраш çăкăрĕ, кукăль-булка.
- Яшка: вегетариан купăста яшки, борщ* çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт, улма-çырла яшки.
- Пулă апачĕсем: çуллă мар пулă.
- Сĕт çимĕçĕсем: сĕт, кефир-турăх, тăпăрчă, хăйма, сыр.
- Пахча çимĕç апачĕ: чĕрĕлле тата кирек мĕнле пĕçерсе те /нумай виçепе/.
- Кĕрпе: кирек хăшĕ те, виçеллĕ.
- Çыртмалли: чĕрĕ тата йÿçĕтнĕ пахча çимĕçрен, улма-çырларан хатĕрленĕ салат, винегрет, пахча çимĕç, кабачок, баклажан вăлчи.
- Улма-çырла: чĕрĕ, пĕçернĕ улма-çырла пысăк виçепе.
- Соус, техĕмлĕх: пахча çимĕç ярса вĕретнĕ шывпа хатĕрленĕ соус, томат, хăйма, сĕт соусĕ* лимон йÿçекĕ, корица, ванилин, лавр çулçи, укроп, петрушка çулçи.
- Шĕвек: лимон е сĕт хушнă чей, шĕвĕрех кофе сĕтпе, улма-çырла сĕткенĕ, морс, квас, шăлан çырли чейĕ, типĕтнĕ улма-çырла компочĕ.
- Çу: услам çу, шăратнă ĕне çăвĕ, тип çу.
Мĕн юрамасть
- Какай, пулă, кăмпа шÿрпи, кăшкар ути, шпинат, пăрçа йышшисене ярса пĕçернĕ яшка.
- Тутлă чустаран пĕçернĕ çимĕçсем.
- Пĕвер, пÿре, чĕлхе, миме, çамрăк выльăхпа чăх-чĕп какайĕ, кăлпасси, тĕтĕмленĕ çимĕçсем, тăварланă пулă, аш тата пулă консервĕсем.
- Вăлча, сыр, пăрçа йышшисем.
- Сысна сали.
- Кăмпа, шпинат, кăшкар ути, ревень, тĕслĕ купăста.
- Тăварланă, маринадланă пахча çимĕç.
- Шăккалат, инжир, хăмла çырли, шур çырли, пăрăç, горчица, хĕрен, какай, пулă, кăмпа шÿрпипе хатĕрленĕ соус.
- Какао, çăра чей, кофе.
- Сурăх, кулинари çăвĕ.
Пĕр эрнене - тĕслĕх меню
Тунти кун
Ытлари кун
Юн кун
Кĕçнерни кун
Эрне кун
Шăмат кун
Вырсарни кун
Комментировать