- Чăвашла верси
- Русская версия
Вĕçсе пыратăп… йĕлтĕрпе
Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» иртрĕ. Чăваш Ен халăхĕ яланхи пекех чупăва хастар хутшăнчĕ. Республикăри кашни хуларах, районтах йĕлтĕрçĕсем хĕллехи хĕвеллĕ çанталăкпа киленсе йĕлтĕр йĕрĕ çинче тупăшрĕç.
Муркаш районĕнче вара çак кун виçĕ хут уяв иртнĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕсĕр» пуçне районăн çуралнă кунне паллă тунă тата Социализм Ĕçĕн Геройĕ Е.А.Андреев ячĕпе 39-мĕш хут уçă ăмăрту ирттернĕ.
Хĕлле те, çулла та — тренировкăра
Чупура малти вырăнсене тухнă темиçе шкул ачипе тĕл пулма тÿр килчĕ.
Дмитрий Петровпа Максим Лобастов Москакасси шкулĕнче 5-мĕш класра пĕлÿ пухаççĕ. «Биатлон» секцине çÿрекен арçын ачасен кашни кунĕ спортпа çыхăннă. Хĕлле кунсерен сахалтан та 1,5 сехет йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, винтовкăран переççĕ, чупаççĕ. Çулла вара йĕлтĕр роллерпа ылмашăнать. Арçын ачасен спортри ăсталăхне Александр Романов тренер тата Дмитрий Гаврилов физкультура вĕрентекенĕ туптаççĕ.
Кунсăр пуçне Димăпа Максим çулла мечĕк тапма кăмăллаççĕ. Вĕсем ячĕшĕн çеç мар, футболла тăрăшсах выляççĕ. Районти шкулсен хушшинче иртекен ăмăртусене хутшăнса пĕрре мар малти вырăнсене тивĕçнĕ Москакасси шкулĕн футбол команди. Çавăнпах ĕнтĕ Димăпа Максим ÿссен футболист е биатлонист пулма ĕмĕтленеççĕ.
Малтисен йышĕнче
2006-2007 çулта çуралнисен хушшинче Дима — 1-мĕш, Максим 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерÿçĕсен чунĕнче мĕнле туйăмсем хуçаланнă-ши?
Дима: «Чупу пуçланиччен хумхантăмăр. Акă 11 сехетре «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» пуçланчĕ. Максим малтан ман умра пыратчĕ. Кайран унран иртрĕм. Пĕрремĕш вырăна тытса пыма йывăр. Эпир иксĕмĕр малтисен йышне лекме тĕллев лартнăччĕ». Малалла вулас...
Комментировать