Çамрăксем те политикăран пăрăнмаççĕ

13 Фев, 2018

Нарăсăн 13-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменне пухăннисем çĕршывăмăрăн тулаш политикине сÿтсе яврĕç.

«Пĕр тан калаçу» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ çавра сĕтел хăни РФ общество палатин членĕ Вероника Крашенинникова пулчĕ. Раççей политологĕ калаçăва санкцисенчен пуçларĕ. Тепĕр çивĕч ыйту — Украинăри, Сирири, XXIII хĕллехи Олимп вăййисем тавра пулса иртекен лару-тăру.

Тулаш политикăра кăткăс пулăмсене кура федерацин хăш-пĕр телеканал рейтинг ÿстермелли кăларăмсем эфира кăларать. Кун пирки мĕн шухăшлать-ха хăна?

Кăткăс та çивĕч ыйту чылай янăрарĕ. Политолог вĕсене уçăмлатма пултарчĕ. Юлашкинчен вăл çамрăксене общество, çĕршыв пурнăçĕпе кăсăкланнăшăн мухтарĕ, ыйтусене сÿтсе явма хăюллăрах пулма сĕнчĕ.

Тĕплĕнрех «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» çĕнĕ номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать