3D технологисен олимпиадине хутшăннă

13 Фев, 2018

Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенче вĕренекен 62 ача /31 команда/ Пĕтĕм Раççейри 3D технологисен олимпиадин регионти тапхăрне хутшăннă.

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртнĕскере «Малашлăх инженерĕсем: 3D технологисем вĕрентÿре» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланă. Олимпиада икĕ юхăмпа — «3D моделировани» тата «Калăпăшлă ÿкерÿ — илемлĕ пултарулăх» — 10 çултан тата 14-ран аслăраххисен хушшинче иртнĕ.

Çĕнтерÿçĕсем ака уйăхĕнче lll Пĕтĕм Раççейри 3D технологисен олимпиадине хутшăнĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать