Сывă тупăшу экономикăна çирĕплетет

8 Фев, 2018

Федерацин монополипе кĕрешекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов пресс-конференци ирттерчĕ.

Малтан управленин 2017 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тавар туянасси, пулăшу ĕçĕсем кÿресси çинчен калакан саккунпа çыхăннă çăхавсем виçĕм çулхинчен 14 нумайрах /2016 ç. — 54/ пынă. Çав вăхăтрах пĕр-пĕр тĕслĕхпе çирĕпленнисен шучĕ 6% чакнă. Саккуна пăсакансене 48 йышăнупа килĕшÿллĕн 148 пин тенкĕлĕх штраф панă /2016 ç. — 20 тата 61 пин/.

Пресс-конференцире Вячеслав Аркадьевичăн РФ Президенчĕн 2017 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнчи «Патшалăх конкуренцие аталантарма йышăннă политикин тĕп енĕсем çинчен» указĕн тĕллевĕсемпе тата пурнăçа кĕртмелли ĕçĕсемпе паллаштарни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнчĕ. Указра сăмах тĕпрен илсен экономикăра сывă тупăшăва аталантарасси пирки пырать.

 

Комментировать